Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-çинчи хăрушсăрлăх, вут-кăвар инкекĕ хамăртан килет

21 октября 2016 г.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче

Алманчăри шкулта тĕпрен юсанă спорт зал çĕнĕрен хăйĕн алăкне уçрĕ

Октябрĕн 19-мĕшĕнче районта иртнĕ информаци кунĕн темисенчен пĕри республикăри çул-йĕр çинче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси тата кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта вут-кăвартан сыхланмалли мерăсем пирки пычĕ.

Сентябрĕн 18-мĕшĕнчи суйлав хыççăн информаци кунĕн членĕсем вырăнти халăхпа пĕрремĕш хут тĕл пулнăран, пирĕн район суйлавçисен хастарлăхĕ, республикăри суйлав итогĕ пирки пĕтĕмлетнĕ информаци те тĕл пулусенче кăсăклă пулчĕ.

Информкуна кĕртнĕ тепĕр ыйту _ республикăра 2017 çулхи пĕрремĕш çур çула хаçат-журнал çырăнтармалли кампани мĕнле пыни пирки. Информаци кунĕн ушкăнĕн пĕрремĕш çул çỹ-ревĕ кăçалхи суйлавра пысăк хастарлăх кăтартнă Алманчă ял тăрăхне выртрĕ. ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева, ра-йон администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан _ район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕн ыйтăвĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Марат Айзатуллов, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Ирина Рубцова, районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Александр Петров, районти пушар надзорĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Давыдов чăн малтанах ялти шкулăн спорт залне чыслă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăнчĕç. Пур енĕпе те вĕр çĕнĕрен çĕнелнĕ хăтлă зала хĕрлĕ хăю касса кĕнĕ хыççăн чăн малтанах Алманчăсем правительство, район администрацийĕ ачасене вĕренỹ енĕпе çеç мар, спорт каçалăкĕнче пиçĕхме те кирлĕ условисем туса панишĕн чун-чĕререн тав турĕç. 84 вĕренекен çỹрекен пысăках мар шкул коллективĕн "сассине" илтнишĕн пурте савăнчĕç. Уйрăмах çак туйăм ачасенче сисĕнчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем Раççей Гимне те олимпиадăри паллă спортсменсем пекех аллисене чĕри çине хурса шăрантарчĕç, шкул директорĕ М. Горбунова хăйĕн тав сăмахĕнче каланă пек "Хăвăртрах, çỹл- лĕрех, вăйлăрах!" олимпиада девизĕ ачасемшĕн спорт ăмăртăвĕсенчи тĕллев пулнине систерчĕç.

Сăмах май каласан, республикăра юлашки виçĕ çулта пирĕн правительство пулас олимпиеецсене çакнашкал çĕр спортзал парнеленĕ. Çак программăпа пирĕн район та хастар ĕçлет. Малашне вара шкулсенче ăшă туалетсем хута ярас проектпа тухăçлă ĕçлеме пулнине пĕлтерчĕ вĕрентỹ министрĕн çумĕ Надежда Викторовна.

Савăнăçа пĕччен пайлаймăн. Алманчăсемшĕн истори страницине çырăнса юлакан тепĕр пĕлтерĕшлĕ мероприятие ялти хисеплĕ çынсем, спорт ветеранĕсем хутшăнса чĕререн шăранса тухакан сăмахсене аслă влаç органне çитерни хăй ăшă пулăм. П. Лукиянов, В. Еремеев, Е. Еремеева тĕрлĕ шайри спорт мастерĕсем, уява хутшăннă мĕнпур хăнасем çитĕнекен ăру умĕнче каланă ăшă сăмахсем спорт- сменсемшĕн çул маякĕ вырăннех пулчĕç тесе хаклас килет. Вĕренекенсем те аслисем умĕнче парăмра юлмарĕç: юлашки вăхăтра йăлана кĕрсе пыракан флешмобпа савăнтарчĕç, çамрăк штангистсем хăйсен маçтăрлăхне кăтартрĕç, юрă ташăпа уява чĕрĕ сĕм кĕртрĕç.

_ Хальхи вăхăтра спорт _ пысăк мода! Модăран ан юлăр, ачасем! _ çапла чĕнсе каларĕ юлашкинчен вĕрентỹ министрĕн çумĕ Н. Дмитриева Алманчăсене спортра ăнăçу сунса.

Тĕл пулун иккĕмĕш пайĕ педагогсемпе малалла тăсăлчĕ. Район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзауллов суйлав итогĕпе паллаштарса Алманчăсене пысăк хастарлăхшăн тав турĕ. Информаци кунĕнчех хальхи вăхăтра вĕрентỹ отраслĕнчи çирĕп йĕркесемпе çĕнĕлĕхсем пирки, паянхи кун таппинчен юлмасăр учителĕн хăйĕн тавракурăмне аталантарас, методика кăтартăвĕсене, плакатсене пуянлатас ыйтусем тавра та калаçу пычĕ. Ачасене шкул саккинченех çул-йĕр правилисене, çул çинчи культурăна, хăрушсăрлăх правилисене хăнăхтарас, вут-кăварпа пулакан инкек-синкекрен асăрханас ыйтусемпе районти ГИБДД начальникĕ А. Петровпа районти пушар хуралĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан В. Давыдов паллаштарчĕç.

Информаци ушкăнĕ çавăн пекех Первомайскинчи тата Çĕньялти вăтам шкулсенче пулса педагогсемпе тĕл улчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе явнисĕр пуçне педагогсен коллективĕнче паян-ыран татса памалли проблемăсене те çивĕчлетрĕ. .

Хаклав

Николай Зимин, тренер:

_ Çак шулта хамăн тивĕçĕме вунпĕр çул пурнăçлатăп. Пирĕншĕн спорт зал _ тимрĕç лаççи пекех. Йывăр атлетикăпа тĕнче класлă спорт мастерĕсем А. Мышовпа Д. Исаков, В. Леонтьев, Э. Карсаков спорт мастерĕсем тата ыттисем те шăпах çакăнтан туптанса тухнă. Тавах, пире çакăн пек хăтлăх парнеленĕшĕн.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика