Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс суйланă пурнăç çулĕ ĕмĕр пархатарлă пулĕ

09 сентября 2016 г.

Этем пурнăçра кирек ăçта пурăнсан та, темĕнле пысăк вырăнта ĕçлесен те хăй çуралса ỹснĕ пĕчĕк çĕршыва манмастех. Ентешсен ĕç-хĕлĕпе, кулленхи пурнăçĕпе кăсăкланса, май килнĕ таран пулăшакансене чăн-чăн паттăрсем тесе хаклас килет. Вĕсенчен пĕринпе _ республикăри "Чувашгосснаб" пĕрлешĕве чылай çул ертсе пыракан В. Антоновпа _ вулакансене паллаштарасшăн.

В. Антонов пире ĕç вырăнĕнче "Чувашгосснаб" пĕрлешỹре кĕтсе илчĕ. Кăмăллăн çеç сывлăх суннă хыççăн хитре те хăтлă пỹлĕме иртме сĕнчĕ. Кунта кашни япала хăй вырăнĕнче. Стена çинче ĕçпе тата Валерий Михайловичшăн çывăх сăн ỹкерчĕксем (çемьепе çыхăннисем. _ Авт.) çакăнса тăраççĕ.

Пĕрре пăхсах В. Антонов уçă чунли сисĕнет _ çынна куçран пăхать. Сăмах çумне сăмах хушăннă май унра ертỹçĕ юнĕ чупни те палăрчĕ. Валерий Михайлович каласа панине итлесе ларма та кăмăллă. Ачалăхĕ В. Антоновăн Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Пăлаçи Атăк ялĕнче иртнĕ. Пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă: тăватă ывăл та пĕр хĕр. Амăшĕ Первомайскинчи библиотекăра, ашшĕ хуçалăхра вăй хунă. Килте ĕçсен ытларах пайĕ ачасем çине тиеннĕ: пĕри выльăхне пăхнă, тепри картишне тасатнă, виççĕмĕшĕ апат пĕçернĕ...

_ Анне ирхине "наряд" парса хăваратчĕ, çавăнпа та кашнийĕ хăйĕн ĕçне аван пĕлнĕ. Арçын ачасем пулсан та урайне те, чашăк-кашăкне те çунă _ тиркемен... _ аса илет В. Антонов.

Валерий Михайловичăн ашшĕпе амăшĕ ачисене пурлăхпа тивĕçтерессишĕн мар, ăс парассишĕн тата пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илтерессишĕн хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тума тăрăшнă. Сираида Федоровна, ача-пăча библиотекинче вăй хунă май, кашни кун çĕнĕ юмахсем вуласа килнĕ, каçсерен вĕсене пепкисене каласа панă. Ырăпа усала уйăрма, аслисене хисеплеме, сума сума вĕрентнĕ. Çавăн пекех мĕн пĕчĕкрен тă- вансем пĕрле пурăнмаллине, пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулмаллине ăнлантарнă. Пĕччен хулă хуçăлать, шăпăра авма та çук _ кăна Антоновсем ачаранах ăса хывнă. Шăпах çакă вĕсене хăй вăхăтĕнче ура çине тăма пулăшнă та. Пур _ пĕрле, çук _ çурмалла, теççĕ паян та пĕр тăвансем.

Шухă та хавас çамрăклăха таврăнсан Валерий Михайловичăн питĕнче ăшă кулă палăрчĕ.

_ Манран аслăрах тете Ульяновскинче вĕренетчĕ. Вăл килсен аттепе анне ăна 5 тенкĕ укçа парса яратчĕç. Мĕн тума çитет-ха вăл? Унпа мĕнле пурăнмалла? Çакăн пирки шухăшласа çỹренĕ хыççăн эпĕ пурнăçа çар профессийĕпе çыхăнтарма шут тытрăм: çи-пуç питĕ, хырăм тутă, стипенди параççĕ... Первомайскинчи вăтам шкултан алла аттестат илнĕ хыççăн Тинĕс çар училищинче пĕлỹ пухас тĕллев-пе Камчаткăна тухса кайрăм. Кукка унта пурăнни те мана çак утăма тума хăратмарĕ. Инçете кайнăшăн эпĕ пĕрре те ỹкĕнместĕп. Камчатка мана ура çине çирĕп тăма пулăшрĕ, _ калаçăва малалла тăсрĕ ентешĕмĕр. Моряк вĕренсе тухнă хыççăн та çур утравран кайма васкаман. Уйăхĕ-уйăхĕпе тинĕсре çỹренĕ, укçине те аван ĕçлесе илнĕ. Шăпах вăл пулăшнипе унпа пĕр тăвансем хăйсен ĕçне йĕркелесе янă та.

1990 çулсенче çĕршывра бизнес юхăмĕ палăра пуçласан Иванпа Василий Антоновсем çынсенчен аш-какай, çĕр улми пухма пуçланă. Малтанласа продукцие сутнă хыççăн кăна шанăçа кĕрсе укçине хуçисене панă, улталаман. Вăхăт иртнĕçем вĕсем хăйсен ĕçне тата ытларах аталантарнă. 1992 çулта Антоновсем ытти юлташĕсемпе "Тав" фирма йĕркеленĕ. Бизнеса вăй илме шăпах Валерий Михайлович пулăшнă. Акă мĕн каласа пачĕ вăл кун пирки: "Яла пĕр тăвансене укçа ярса панине 40 çултан иртнĕ флотри кĕçĕн командир пĕлчĕ те: "Валера, мĕн ухмахланан эс? Укçуна ĕçсе кăна яраççĕ вĕт", _ тет. Эпĕ ăна манăн тетепе шăллăм усал йăлапа çыхăнманнине, укçа хакне пĕлнине каларăм. 1996 çулта вара хама та çуралнă çĕршыва чĕнсе илчĕç. Хĕрĕмĕн шкула кайма çул çитни те Шупашкара килме хистерĕ. Ачасемшĕн Чăваш Ен тăван кĕтесĕ пулмасран та шиклентĕм", _ тăван евĕр уçăлса калаçрĕ вăл.

Валерий Михайловичăн ырă енĕсем нумай. Вăл самана таппипе утма, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме юратакан çын. Паянхи "Чувашгосснаб" ертỹçи районти, республикăри çынсене çуртсене гидроаккумуляторпа шыв кĕртме вĕрентекен "учитель" тесен те йăнăш мар. Эксперимент шайĕн- че çакна вăл тĕп килĕнче чи малтан туса пăхнă.

_ Училищĕре виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне пирĕн "Карапсене шывпа тивĕçтересси" тема пурччĕ. Шăп çавăн хыççăн киле шыв кĕртес шухăш çуралчĕ. Самани те ман майлă пулчĕ _ рынок хапхи уçăлнă май кирлĕ япалисене те сутма пуçларĕç. Маçтăрсене чĕнсе илсе тĕплĕн çеç ăнлантартăм, вĕсем туса та пачĕç, _ тет В. Антонов. Çакăн хыççăн ялсенче пĕрин хыççăн тепри шыв кĕртме пуçăннă. Халь пусă патне утакансен шучĕ çулран-çул чакса пырать.

Çулсем иртнĕçем йывăçăн та тымарĕ сарăлать, тĕрекленет. "Тав" фирма пуçарса яракансем те тĕрекленнĕ, аталаннă. В. Антонов 2000 çултанпа Шупашкарти "Госснаб" пĕрлешĕве ертсе пырать. Паян кунта 46-ăн вăй хураççĕ. Коллектив туслă, мал ĕмĕтлĕ. Ĕçре те, уявсенче те пĕрле пулма тăрăшаççĕ. Ваттисене хисеплеççĕ, çамрăксене аталантараççĕ.

Антоновсем çут тĕнче парнеленĕ ашшĕ-амăшне питĕ хисеплеççĕ. Паян вĕсем хăйсен çывăхĕнче, Шупашкарта пурăнаççĕ. Ашшĕ, Михаил Осипович, хулара та алă усса лармасть: ялти пурнăçа аса илсе хĕлле ир тăрать те подъезд умĕнчи юра тасатать, шăлать. Ача-пăча вылякан лаптăкра мĕн те пулин çĕмрĕлнине курсан тỹрех юсаса хурать. Вăл кунта та хисеплĕ çын. Сираида Федоровна та пушă лармасть. Хăнăхнă йăлапа вăл хăяр-помидор тăварлать, варенисем пĕçерет, пан улми тураса типĕтет. Тахçан чĕрçи çинче сикнĕ пепкисем çитĕнсе çемье çавăрнă пулсан та амăшĕн чĕри вĕсемшĕнех çунать. Çак ĕçчен те тирпейлĕ мăшăр маттур ачасем çитĕнтернĕшĕн "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" ордена тивĕçнĕ.

Валерий Михайловичпа калаçса ларнă май вăл пур çĕре те çитме вăхăт тупнинчен тĕлĕнтĕм. Тĕп ĕçĕсĕр пуçне унăн хушма "тиевсем" те пур. Вăл Шупашкар хула депутачĕ. Яваплă тивĕçе пурнăçлама ăна виççĕмĕш хут шаннă. Çамрăксене тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пулăшас тесе çулленех республикăри виçĕ шкулта уçă уроксем ирттерет, хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарать. Юхмапа Пăла тăрăхне те манмасть: акатуя, Район кунне тата ытти мероприятисене хутшăнать. Нумай пулмасть вара вăл Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ чиркĕве туса пĕтерме укçа панă. Нухрачĕ ытлашши тăкăнса тăнăран мар, чунĕ хушнипе тата çуралнă кĕтесе кăштах та пулин пулăшас тĕллевпе. Ырă туни вара çĕре ỹкмĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика