10 июня 2016 г.
Аслă Арапуç ялĕ Первомайски районне пĕтеричченех центр шутланнă. Кунта больница, шкул, магазинсем, куç больници, культура керменĕ, чиркỹ тата ял хуçалăх продукчĕсем сутакан пысăк пасар пулнă. Халăх ытларах килте туса илнĕ апат-çимĕçпе сутă тунă. Хăшĕсем тырă, çăнăх та сутнă. Унсăр пуçне пасара тĕрлĕ ялтан каччăсеме хĕрсем те пуçтарăнатчĕç.
Пирĕн вăхăтри ватăсен паянхи çамрăксене чăнах та каласа памалли çителĕклех. Ĕçлесе ывăннă хыççăн эпир Пăлана шыва кайса кĕнĕ те каçхине купăссене йăтса вăййа тухнă. Ун чухне Пăлара çыран хĕррипе тан шыв пулнă. Юханшыва крахмал завочĕ е "Рассвет" колхоз пĕвелесех тăратчĕç. Каçхине вара каччăсемпе хĕрсем кимĕпе, купăс çеммипе юрласа ишсе çỹреттĕмĕр... Колхоз хорĕ районта çеç мар, республикăра та палăрнă. Ахальтен мар ĕнтĕ 50 çынтан тăракан пысăк коллектив Чăваш академи драма театрне уçнă çĕре хутшăнса хăйĕн пултарулăхне тепĕр хут кăтартса пачĕ. А. Адьютантов художество ертỹçи талантлă çамрăксене искусствăна явăçтарас пирки питĕ тăрăшатчĕ. Оркестр пурри те пысăк мăнаçлăхчĕ. 1980 çулта П. Кочетковпа А. Адьютантов купăсçăсен ушкăнне те йĕркелесе ячĕç. Культура çурчĕ кашни кун кĕрлесе çеç тăнă.
Аслă Арапуçĕнче 20 çамрăк хăйсен купăсĕпе ăмăртмалла вылятчĕç. Тĕрĕссипе вĕсем паян ватăлас енне сулăннă пулин те ĕлĕкрен юлнă культура ыйтăвĕсене малалла тăсма хатĕр. Ман шутпа, паян пысăк ялта пĕр купăсçăпа юрлакансен пĕр пĕчĕк ушкăнĕ çеç пулни çителĕксĕр. Халăхпа ĕçлес, вĕсене кăсăклă кану туса парас тесен купăсçăсене пĕр ушкăна явăçтармаллах. Вĕсем хăйне евĕр талантсем-çке! Аслă Арапуç ялĕн хăйĕн паллă çыннисемпе мухтанма та сăлтав пысăк. Пирĕн Митта Ваçлейĕ, Давыдов Анатри, Николай Исмуков поэтсен ячĕсем тĕнчипе сарăлчĕç. Вĕсен ĕçне тивĕçлипе тăсса пыракан Я. Степанов пирки те ырă сăмах çеç каламалла. Вăхăтĕнче колхозри комсомолецсене ертсе пынă Л. Власовпа колхоз председателĕн- че тăрăшнă И. Никитина та паянхи кун тав сăмахĕ каласшăн. Вĕсем çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупса культура ĕçне çỹллĕ шая çĕклерĕç, çамрăксене хавхалантарса ĕçлерĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ "Рассвет" колхоз çамрăкĕсем харсăр ĕçĕпе те, сцена çинчи пултарулăхĕпе те тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçнĕ. Урăхла каласан, тăрăшсан, ĕç пулатех. Кирек мĕнле ĕçре те ăнăçу, çитĕнỹ ăна кам тата мĕнле пултарулăхпа ертсе пынинчен килет.
Паян, паллах, çĕнĕ самана юхăмне кура хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлама çăмăлах та мар. Чылайăшĕ укçа-тенкĕпе те çыхăннă. Çапах та чун пуянлăхĕ пысăк пулни те пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра культура ĕçченĕсен пĕрлехи вăйпа, аслисен сĕнĕвне шута илсе ĕçлени питĕ кирлĕ тесе шутлатăп.
И. ЕНДЕЕВ, ĕç ветеранĕ. Первомайски ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)