31 мая 2016 г.
Аслă Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ, ялта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Ангелина Александровнăпа Яков Михайлович Степановсем çемье çавăрса пĕрле пурăнма тытăннăранпа 50 çул çитрĕ.
Ангелина Александровна фельдшерпа акушер пунк- тĕнче заведующи пулса 35 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Яков Михайлович вара 22 çул культурăра, 18 çул Первомайскинчи сельхозтехникăра, унтан вăтам шкул директорĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕнче ĕçлесе пенсие кайнă.
Çемьере икĕ хĕр çитĕннĕ. Елена Яковлевна ялти шкулта ĕçлет, директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ. Татьяна _ амăшĕн профессине кăмăлланă, Шупашкарти тăваттăмĕш больницăра медицина сестринче тăрăшать.
Пушă вăхăта ахаль ирттермест çемье. Выльăх-чĕрлĕх усрать, çĕр çинче хăйсене кирлĕ продукцие çитĕнтерет. Яков Михайловичăн тепĕр йăпанăç та пур: тăван тавралăх, ял пурнăçĕ çинчен сăвăсем çырать. Вĕсене районти "Авангард" хаçат страницисенче пичетлет.
Тепĕр ăсталăх та пур Яков Михайловичăн _ 6 теçетке çул сцена çине тухать вăл. Кăçал районта пулакан "Акатуй-Сабантуйра" та вăл халăха "Вăй патăр" юрăпа савăнтарасшăн.
Çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх Степановсем. Çемье çавăрнăранпа çур ĕмĕр çитнĕ ятпа эпир те ăшшăн саламлатпăр вĕсене.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)