27 мая 2016 г.
Первомайскинчи В. Митта ячĕллĕ вăтам шкултан вунпĕрмĕшĕнчен 19, тăххăрмĕшĕнчен 25 каччăпа хĕр вĕренсе тухать. Ачалăхпа сыв пуллашса пурнăç çулĕ çине тăракан выпускниксене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ял тăрăхĕн ертỹçи В. Секретов, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округĕн благочиннăйĕ Сергий Пегасов протоиерей тата ыттисем саламларĕç.
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулпа сыв пуллашакансене Г. Абейдуллова директор, район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов, ял тăрăхĕн ертỹçи М. Валитов, обшествăлла канашăн председателĕ А. Асеинов, мусульман тĕн управленийĕн представителĕ М. Валеев тата ыттисем малашлăхра ырă çулпа ăнăçу сунчĕç.
Выпускниксем те парăмра юлмарĕç. Хăйсене çитĕн-тернĕшĕн, тивĕçлĕ ăс, пĕлỹ панăшăн ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене, ыттисене ăшшăн тав турĕç.
Вальс кĕвви хĕрсемпе каччăсене çунатлă çамрăклăха чĕнсе ташă картине тăратрĕ. Юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)