24 мая 2016 г.
30 çул каяллах Сителте масар çинче пỹрт тă- васси пирки калаçма пуçланăччĕ, анчах ялан сăмах çинче юлса пычĕ. Кăçал вара çине тăрсах ĕçе пуçăнтăмăр. Малтанах ялта пурăнакансем пĕрле пухăнса калаçрăмăр, çурта халăх вăйĕпе, нимелле, хăпартма килĕшрĕмĕр. Укçа пуçтарнă хыççăн цемент, арматура, хăйăр хатĕрлерĕмĕр, унтан никĕс ятăмăр.
Çурта хăпартнă кун халăх масар патнелле утать те утать, кашнийĕ мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшать. Электричество валли генератор та илсе килчĕç. Первомайски ял тăрăх депутачĕ Ю. Степа- нов ĕçе пĕлсе ертсе пычĕ. О. Хомуткина, Т. Степанова вăй хуракансене вĕри апат пĕçерсе çитерчĕç.
Никĕс хытнă хыççăн пеноблокпа çурта хăпартрăмăр. Сăмах май, çак строительство материалне В. Камышов Шупашкартанах илсе килсе пачĕ. Арçынни-хĕрарăмми _ пурте тăрăшса ĕçлерĕç. Çын нумаййипе çак кунах масара та тасатма шут тытрăмăр. Пĕрисем купаларĕç, теприсем тирпейлерĕç. Первомайски чиркĕвĕн настоятелĕ, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округĕн благочиннăйĕ Сергий Пегасов протоиерей та килсе курчĕ, ырă пуçару тунине палăртрĕ.
Пĕрлехи вăйпах маччи-урайне сартăмăр, çурт тăррине витрĕмĕр.
Д. ВЫРОСОВ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)