22 апреля 2016 г.
Çул-йĕр ыйтăвĕ районта яланах тĕп вырăнта пулнă. Çак кунсенче "Калинино _ Патăрьел _ Елчĕк" трассăн Первомайски патĕнчи çула тулли мар яваплă "Воддорстрой" пĕрлешỹ юсама пуçланă. Организаци ĕçе иртнĕ çулах пикеннĕ: малтан Комсомольски районĕн- че Патăрьел чиккине çитиччен 1,4 çухрăма асфальт сарнă. Кăçал пирĕн район территоринчине (вăл шăпах Первомайскине çитет) тата 2,06 çухрăм тĕпрен çĕнетмелле. Çулăн юсамалли пĕтĕмĕшле тăршшĕ 3,46 çухрăм, ăна валли республика бюджетĕнчен 16 млн тенкĕ уйăрнă.
"Воддорстрой" пĕрлешỹ ĕçĕпе çак кунсенче район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Николай Краснов паллашнă, çул юсакансем çывăх вăхăтра асфальт сарассине вĕçлессине пĕлтернĕ.
(Хамăр корр.).
М. Волкова сăн ỹкерчĕкĕсенче: Н. Краснов (сулахайри) çула юсасси мĕнле пынипе паллашать; çула юсакансен пĕр ушкăнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)