12 апреля 2016 г.
Ака уйăхĕ çĕр ĕçченĕшĕн чи хĕрỹ те яваплă тапхăр. Ахальтен-им ваттисем: "Çурхи кун çулталăк тăрантарать", _ теççĕ. Хирте техника шавĕ илтĕнме пуçличчен шутлă кунсем çеç тăрса юлчĕç, çавна май районта çур аки ыйтăвĕпе "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнче семинар-канашлу пулчĕ.
Унта хутшăнакансем _ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, унăн çумĕ _ ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе фермерсем, агрономсемпе инженерсем _ чи малтанах хуçалăх акана еплерех хатĕрленнипе паллашрĕç. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем упранакан кĕлетсене кĕрсе курчĕç. Хуралтăсенче тасатса тирпейленĕ, кондицие лартнă хыççăн уйрăм-уйрăм пайсене хунă вăрлăхсем лайăх упраннă. Эртел вăрлăх туса илессипе ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри пулнăран, кунта пулас тухăçăн таса "амăшне" çĕнетсех тăраççĕ. Ытти хуçалăхсене валли сутлăх та хатĕрлеççĕ.
Техника паркĕпе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Тракторсемпе прицепсене шăпах патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларма хатĕрленĕ май пĕр йĕркене тăратнă. Хурçă "утсене" сăрланă, юсанă. Механизаторсене те ятарлă тум панă.
_ Эпир çулленех патшалăх тĕрĕслевне тĕплĕн ха- тĕрленетпĕр. Кăçал акана 13 трактор хутшăнмалла. Вĕсем те, кăкарса çỹремелли хатĕрсем те, ĕçе тухма юрăхлă. Çунтармалли-сĕр- мелли материал турттарса килнĕ, _ терĕ "Малалла" ял хуçалăх эртелне 26 çул ертсе пыракан М. Петров.
Хуçалăхра 1060 гектар çĕр. Пĕлтĕр кĕрхи культурăсене 150 гектар акса хăварнă, вĕсем лайăх хĕл каçнă. Çуркунне 150 гектар тулă, урпа _ 180, сĕлĕ _ 50, пăрçа _ 60, çĕр улми _ 60, куккурус _ 60, 15 гектар сухан вăрлăхĕ акса-лартма палăртнă. Пурин те вăрлăхĕ суперэлита е элита. Çывăх вăхăтрах "иккĕмĕш çăкăрăнне" те çĕнетмелле.
Канашлăвăн практика пайне пĕтĕмлетсе çакна çеç калас килет: "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнче çур акине хатĕрленсе çитнĕ.
Семинарăн малалли пайĕ Первомайскинчи культура çуртĕнче иртрĕ. Унта шăпах районти ял хуçалăх предприятийĕсенче яваплă тапхăра хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яврĕç, лайăх пулăмсемпе начар енсене палăртса хăварчĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов тунă доклад нумайăшне шухăша ячĕ. Леонид Валерьевич хăш-пĕр хуçалăхсенче сỹресемпе культиваторсене паян та вырăнтан хускатманни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ. Районĕпе 280 трактор, вĕсенчен 185-шĕ акана хутшăнмалла, анчах 155-шĕ (83 процент) кăна ĕçе тухма юрăхлă. Сеялкăсен _ 62 процентне, культиваторсен _ 63, çĕр улми лартакан агрегатсен 75 процентне çеç юсанă. Паян-ыран тивĕçлĕ йышăну тумасан вăрлăха çĕр нỹрлĕ чухне акса ĕлкĕрейменни куçкĕретех.
_ Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ çур аки валли 4044 тонна кирлĕ. Ăна 107 процент хатĕрленĕ. Тĕрĕсленисенчен пысăк репродукцилли _ 3,5 процент, 1-4 репродукцилли _ 88, пахалăхсăрри _ 8,5 процент. Паян пирĕн тĕп тĕллев _ пысăк репродукциллĕ вăрлăхсене 20 процента çитересси. Районти 5 ял хуçалăх предприятийĕ пурĕ 164 тонна вăрлăх туяннă, ку ĕç малалла пырать. "Малалла", "Красное знамя", "Труд" хуçалăхсенче вăл сутлăх пур, _ терĕ Л. Кузнецов.
Пăхман çĕртен тухăç илейместĕн. Юлашки çулсенче минераллă удобренисем хакланнăран ял хуçалăх предприятийĕсем унпа кирлĕ чухлĕ усă кураймаççĕ, хăшĕ-пĕри пачах та туянаймасть. Паяна удобрени палăртнинчен 38 процент çеç турттарса килнĕ. Çавăн пекех хире тислĕк тăкасси те кирлĕ шайра пулса пымасть. Канашлура çакăн пирки тата çĕрсене регистрацилесси çинчен те сăмах пуçарчĕç.
Районти патшалăх техника надзорĕн инспекторĕ И. Васильев ял тăрăхĕсенчи тата ял хуçалăх предприятийĕсенчи техника тĕрĕслевĕ-пе кĕскен паллаштарчĕ. Ялсенче регистрацилемен тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсем нумайланнине, çывăх вăхăтрах вĕсене тупса палăртассипе çине тăрса ĕçлеме пикеннине пĕлтерчĕ.
Семинарта тĕрлĕ банк, минераллă удобренисемпе гербицид, техника сутакан фирмăсен представителĕсем те тухса каларĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсене, фермер хуçалăхĕсене хăйсен продукцийĕсемпе усă курма сĕнчĕç.
Мероприятие район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов пĕтĕмлетрĕ. Рудольф Васильевич çур акине ăнăçлă ирттерсе яма пурин те пĕр шухăшлă пулса ĕçлемеллине каларĕ, ăнăçу сунчĕ.
О. ПАВЛОВА. .
2016 çулхи планпа килĕшỹллĕн, кăçал районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем _ 14862 гектар, çĕр улми _ 4096, пахча çимĕç _ 464, сухан-çевок _ 507, рапс _ 170, сахăр кăшманĕ _ 380, хĕвелçаврăнăш _ 600, пĕр çул ỹсекен курăксем _ 3591, куккурус 1000 гектар йышăнĕç.
. Çур аки ирттерме дизель топливи 608 тонна кирлĕ, вăл хальлĕхе 418 тонна (70,6 процент) пур. Автобензин 96,8 тонна пулмалла, 41,6 тонна (43 процент) янтăланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)