15 марта 2016 г.
Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнче уявсене пурне те асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ. Çак кунсенче тĕрлĕ ỹсĕмри ушкăна çỹрекен ачасем хăйсен юратнă амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ валли нумайлăха асра юлмалли уяв парнелерĕç. Илемлĕ тумсем тăхăнса савăк юрăсем шăрантарчĕç, сăввисене пĕринчен- тепри лайăхрах калама тă-рăшрĕç, ташшисемпе куçа илĕртрĕç.
Вăтам шкулти иккĕмĕш класра вĕренекенсем те хăйсен асламăшĕ, кукамăшĕ, амăшĕ валли уяв хатĕрленĕ. М. Кузьмина класс ертỹçи вара кашнийĕн валли уяв номерĕ тупнă. Чи хакли _ хăйсен аллисемпе ăсталанă парне
О. ВЕРЛИКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)