Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи тĕнче вăраннă чух…

15 марта 2016 г.

Тимĕр çумне тимĕр лекнĕрен чанк! чанк! тунă сасă мас- терскойне кĕричченех илтĕнет. Вĕри кăмака умĕнче А. Смирнов тимĕрçĕ хĕртнĕ сỹре шăлне мăлатукпа пикенсех шаккать. "Первомайск" ял хуçлăх предприятинче акана кĕтни куç умĕнчех.

_ Сỹресене тирпейлесе пĕ-тернĕпе пĕрех. Алексей Петрович юлашкисене юсать. Техникăна та хатĕрлеме пикеннĕ. Кăçал акана ултă МТЗ тата икĕ Т-150 маркăллă тракторсем, груз турттаракан икĕ автомашина хутшăнмалла. Ку тĕлĕшпе йывăрлăхсем çук, кадрсем çитменни çеç пăшăрхантарать. Яваплă тапхăра тухиччен çак ыйтăва та тататпăр, _ тет В. Анисимов тĕп агроном. Хуçалăхра техникăна "сиплеме" ятарлă мастерской пур. В. Горшков, В. Никитин, А. Арбузов, Ю. Савин механизаторсем руль умне пĕрремĕш çул лармаççĕ, çавна май хăйсене шаннă хурçă "утсене" тирпейлĕ тытаççĕ, çĕмрĕлсен те çийĕнчех юсаççĕ. Çурхи ĕçсене хутшăнакансене укçа тата тырă тỹлевсĕр параççĕ.

Мĕн акатăн, çав шăтать, тенĕ пирĕн асатте-асанне мĕн ĕлĕкех. Кĕркунне пỹл- месем туласси вăрлăхран нумай килет, кăна çĕр "тухтăрĕсем" (агрономсене çаплах калас килет) те çирĕплетеççĕ. "Первомайск" хуçалăхра та çакна шута хураççĕ. Çуркунне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 580 гектар никĕсе хывма планланă. Туллăн "симбирцид", урпан "эльф", сĕллĕн "рысак", пăрçан "ульяновец" сорчĕсене алласа тасатнă, кондицие лартнă. Вăрлăхсем пурте элита тата пĕрремĕш репродукциллĕ. Сăмах май, вĕсем кунта сутлăх та пур. Çавăн пекех çĕр улми _ 60, сухан вăрлăхĕ 5 гектар çитĕнтерме йышăннă. "Иккĕмĕш çăкăрăн" вăрлăхне çĕнетме шут тытнă.

Çулленех районта иртекен уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем "Первомайск" хуçалăхăн кĕрхи культурисем аван çитĕннине палăртаççĕ. Пĕлтĕр те ырашпа тулă вăтам пỹ-силлĕ çыннăн пилĕкĕнчен те çỹллĕрех çитĕн- нĕччĕ. Пучахĕсем те вăрăм та тулличчĕ. Иртнĕ çул кĕрхисене 180 гектара яхăн акса хăварнă. В. Анисимов агроном каланă тăрăх, вĕсем аванах хĕл каçнă. Çурхи нỹрпе вăй илсе юлсан кăçал та тухăçĕпе савăнтарасса Первомайскисем шансах тăраççĕ.

Акана хатĕрленме пуçласанах хуçалăхра столовăй та ĕçлеме пуçланă. Вĕри апат пĕçернĕ çĕрте Т. Емелюковăпа Н. Прокопьева тăрăшаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика