06 февраля 2016 г.
Спорта юратакан кирек хăш çын та çирĕп кăмăллă. Умма лартнă тĕллевсем патне çитме тăрăшатех вăл. Маларах тренировкăсене çỹрени те сая каймасть ун пек чухне. Çак кунсенче пулса иртнĕ ăмăртусенче пьедестал картлашки çине çĕкленнĕ çитĕнекен ăру пирки те çавнах калас килет. Чăваш Енре мала тухассишĕн иртнĕ турнирта В. Хромов иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Комсомольски районĕнче А. Капитонов ячĕпе йĕркеленĕ уçă турнирта хăйсен виçе категорийĕсенче М. Молочников пĕрремĕш, Р. Кудряшовпа Н. Давыдов иккĕмĕш, А. Марлыновпа А. Ермошкин виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Первомайски енчи çамрăксене ăмăртусене А. Клементьев тренер хатĕрлет.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)