30 января 2016 г.
Авангарда
_ Салам сана, район хаçачĕ,
Салам çĕр хут, пин хут салам!
Малтанлатса кам алă пачĕ?
Калас сăмахăм пур _ калам.
"Паянхи сас" ятпа кăларчĕ
Сана Митта чăн малтанах.
Халăхăмăр тăсса ал пачĕ
Кун çути курнă кунтанах.
Митта Ваçлей тата Бичурин Я
чĕллĕ премиюсене
Илме тивĕçлĕ пултăн мар-и
Пурнăçласа пысăк ĕçне.
"Паянхи сас" вырăнлă пулнă
Чăн хамăрла, чăн чăвашла.
Ку таранах ун ячĕ юлнă,
Пурте пурнатпăр тăванла.
Çулу сан аслă, анлă, çутă, Ч
ăнах та тивĕç мухтава.
Пĕрлешерсе пире тăратăн,
Пĕрле туртма йывăр лава.
Мĕн чухлĕ ĕç, мĕн чухлĕ шухăш,
Пиçсе тухать сан лаççунтан.
Ăçтан илетпĕр пысăк тухăç
Тапса тăран хăватунтан.
Сан, "Авангард" район хаçачĕн
Çитсе курман вырăн юлман.
Эс пирĕн халăхăн хăвачĕ,
Йывăрлăхра пуçна усман.
Вăрçа курса тỹссе ирттернĕ,
Чăтса ирттернĕ выçлăха.
Умна тухса тăрсан çĕнтернĕ
Çитменлĕхе те çуклăха.
Уя тухса ака тăватăн,
Кĕрсе тухатăн фермăсене.
Ĕçри маттурсене тупатăн,
Хисеп тăватăн вĕсене.
Паянхи сас _ "Ахрăм" кĕтесĕ,
Кĕтмен кĕске хыпарусем.
Ăçта ват çын _ унта та эсĕ,
Санран тимлĕх ыйтакансем.
Ялсем тăрăх тухса çỹретĕн,
Тупан район çыннисене.
Пурин патне те çитеретĕн
Сăн çаптаран хăвăн çине.
Тем те куран, тем те тупатăн,
Усăллине те ыррине.
Тĕкĕр çинчи пек çутататăн
Пĕр пытармасăр кирлине.
Поэзи алăкне уçатăн
Кĕрсе тухма çамрăксене.
Ватăсене сăмах паратăн
Ман пек шап-шурă пуçсене.
Эс, "Авангард", спортпа та туслă,
Юлмастăн ун вăййисенчен.
Пур енĕпе те пултаруллă,
Çаплах калатпăр сан çинчен.
Сан халăху пуян та сапăр,
Талантлă çыннусем нумай.
Кĕрсе тухма çурту та капăр,
Кĕтсе ларать пире пĕрмай.
Эпир сана алла тытатпăр,
Пирĕншĕн чи çывăх хаçат.
Пур кăмăлтан савса вулатпăр
_ Район хаçачĕ "Авангард".
Сывлăх сунма ирĕк парсамăр,
"Авангардра" ĕçлекенсем.
Шанап сире, пĕрле пулсамăр,
"Авангарда" вулакансем.
Я. СТЕПАНОВ, Первомайски ялĕ, 2016 çул
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)