30 января 2016 г.
Январĕн 26-мĕшĕнче каçхине сакăр сехет çитеспе Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Пăлаçи Атăкĕнчи В. Асанова пурăнакан пỹртре вут-çулăм алхасма пикеннĕ. Пушарниксен тĕпчевĕ тăрăх, кил-çуртне вутăпа хутса ăшăтакан кинемей кăмака çăварĕ умне ăпăр-тапăрсем типме хунă... Вăл вара хĕрнĕçемĕн хĕрсе пынă та хыпса илнĕ.
Тĕтĕм-сĕрĕм урамалла йăсăрланма пикеннине чăн малтан хăйĕнчен аякра мар пурăнакан Сергейсем асăрханă: пĕри _ Порфирьев, тепри _ Павлов хушаматлăскерсем. 37 çулхи С. Порфирьев ватă çын вут серепине çакланассине туйса çине тăрсах тĕтĕме хирĕç талпăнса кĕнĕ, 82 çулхи Вторина аппана сĕтĕрсе уçă сывлăша кăларнă. Шуйхашнă, кăшкăрашнă саспа ытти кỹршисем те шартах сикнĕ, кирлĕ службăсене шăнкăравланă... Çакăн пек пăлханнă, пăшăрханнă вăхăтра çак касри тепĕр кỹршĕ арçынни питĕ пăшăрханса ỹкнĕрен тỹрех чĕрине ярса тытнă. Шел, васкавлă пулăшу та унăн чĕрине ĕçлеттерсе ярайман...
Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта тăватă пушар пулнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)