09 декабря 2015 г.
КИВĔ КАТЕК.
Культура çуртне пуçтарăннисен умĕнче Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх пуçлăхĕ В. Краснов чăн малтан "Самана" ушкăн артисчĕсене _ Л. Терентьевăна, В. Николаева, Е. Кузнецовăна, А. Сымкин ял старостине тав çырăвĕсем пачĕ. Ун хыççăн "Самана" ушкăн уяв концерчĕпе савăнтарчĕ. Мероприятине Е. Кузнецовăпа В. Маркиданов (баянист) ертсе пычĕç.
Юрăçсем "Янра, хут купăс", "Тур лаши юртать", "Улма йывăççи" юрăсемпе тыткăнларĕç. Л. Терентьева "Анне", В. Николаев "Анне сăмахĕ" Маринăпа Ирина Кошкинасем "Ытарайми анне сăнарĕ" юрăсене шăрантарчĕç. Е. Кузнецова В. Раштавăн "Анне", Т. Солдатова "Тăлăх хĕрача" сăввисене чуна пырса тивмелле вуларĕç.
Çамрăк артистсем те амăшĕсене кăмăллăн саламларĕç. К. Никитина, Т. Краснов, В. Васильева, С. Якушкина та хăйсен пултарулă- хĕпе савăнтарчĕç.
В. ЛАРИОНОВ.
х х х СИТЕЛ.
Ял вулавăшне халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Кĕнекесен "тĕнчине" кĕрсенех уява тĕплĕн хатĕрленни курăнчĕ. Вулавăша илĕртỹллĕрех сăнлама май параканни ялти ăстасем хатĕрленĕ ал ĕçĕсен куравĕ пулчĕ.
Пултаруллă аннесене район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Д. Выросов саламларĕ. Унтан О. Хомуткина библиотекарьпе Н. Васильева культура çурчĕн ертỹçи тĕрлĕ вăйă, конкурс ирттерчĕç.
Юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Н. Соколова, ал ăстисенчен чи матурскерри, Первомайски ял тăрăх администрацийĕн Хисеп хутне тивĕç пулчĕ.
И. ЛЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)