Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна та çын пекех юратмалла

25 ноября 2015 г.

Çĕр çинче темĕн тĕрлĕ професси те пур. Вĕсем кашнийĕшех çын шăпипе çыхăннă. Пирĕн районта та чыса, хисепе тивĕçлĕ çынсем нумай. Вĕсен шутĕнче "Малалла" эртелте вăй хуракан Николай Пазухин тĕп инженер та. Вăл 1960 çулта Анат Чакă ялĕнче çуралнă. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăнах ун чухнехи "Рассвет" колхозра тракторист пулса ĕçленĕ. Икĕ çул çар хĕсметĕнче пулнă. Салтакран таврăнсан Çĕрпỹри техникумра техник-механика вĕреннĕ. Пĕлỹ илнĕ хыççăн каялла тăван тăрăха таврăннă. Çамрăка "Рассвет" хуçалăхра пĕрремĕш комплекслă трактор бригадинче бригадира лартаççĕ. Кунта тăватă çул ĕçлесен, комплекслă бригадăн бригадирĕ пулма шанаççĕ. 1990 çулта, колхоз уйрăлсан, "Малалла" ял хуçалăхĕн эртелĕнче тĕп инженерта тăрăшма пуçлать.

_ Унтанпа 25 çул та иртсе кайрĕ. Çак паркран урăх ниçта та кайман. Тăван ялта тĕпленнĕ. Çĕр ĕçĕпе, ял хуçалăхĕпе хамăн пурнăçа çыхăнтарнăшăн ỹкĕнместĕп, _ пĕлтерет тĕп специалист. _ Паян инженер ĕçĕнче йывăрри те пайтах. Унчченхи çулсемпе танлаштарсан ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем сахалтарах, çамрăк ăстасем яла килменни пăшăрхантарать. Юлашки виçĕ çулта трактористсем, водительсем çитсе пымаççĕ. _ Пирĕн вăхăтра çамрăксем ялтах тĕпленме тăрăшнă, каччăсем ял хуçалăх техники çине ларассишĕн çуннă. Халь самани урăхланчĕ. Çамрăксене ытларах хула пурнăçĕ илĕртет, _ калаçăва малалла тăсрĕ вăл. Хуçалăхра кашни кун техника рейса тухать. Водительсен кирлĕ документсем яланах тĕрĕс-тĕкел пулмалла. Çулталăкне пĕрре техникăна тĕрĕслев витĕр кăлармалла, юсав ĕçĕсем те тумалла, кирлĕ çĕрте запас пайĕсене те улăштармалла, тирпейлесе, пăхсах тăмалла. Ĕçсем вĕçленсен комбайн-машинăна хĕле хатĕрлесе, тирпейлесе лартмалла. Унсăрăн техника хăвăрт юрăхсăра тухать. Урăхла каласан, çын хăй тăвакан ĕçе юратса, чунтан парăнса пурнăçласан çеç ĕç тухăçлă пулать.

О. ВЕРЛИКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика