14 ноября 2015 г.
Первомайски шкулĕнче вĕренекенсем кашни çулах çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса историпе культурăн палăкĕсемпе православи чиркĕвĕн сăваплă, таса вырăнĕсене çитсе кураççĕ. Кăçал та Сергий протоиерей тата Е. Сорокина педагог ертсе пынипе Дивеево _ Муром маршрутпа çỹресе ачасем паллă вырăнсемпе паллашрĕç, авалхи чиркỹсемпе мăнастирсенче пулса курчĕç, хăйсен тавра-курăмне пуянлатрĕç, сиплĕ таса çăл куçсенче шыва кĕчĕç.
Л. ЛЯЛЬКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)