21 октября 2015 г.
Кашни çыннăн пурнăçĕ хăйне евĕр. Пĕр пек шăпаллă çынсем 100, 200 çул иртсен те çук, çавна май хамăрпа юнашар пурăнакансем пирки повеç е роман çырма май пур. Пỹртлĕри В. Шерняевăн пурнăç кĕнекине калăпласан та аванах хулăм та кăсăклă пулмалла. 80 тултарса 81 çула кайнă арçын çулĕпе кăна мар, опычĕпе те пуян.
Паян нумай ачаллă çемьесем шутпа çеç, ĕлĕк вара кашни килтех 7-8тан кая пулман. Сывлăхран çирĕпреххисем пурăннă, хавшакраххисем пĕчĕклех ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Венямин Михайлович 9 пепкеллĕ çемьере пиллĕкмĕш пулнă. Аслисен хỹттине те нумаях курман: тетĕшĕ вăрçă пуçлансанах Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Вăл йĕлтĕрçĕсен ба тальонĕнче службăра тăнă. Шел пулин те, таврăнайман юнлă çапăçу хирĕнчен _ çамрăклах куçне хупнă. Ашшĕн те фашистсене хирĕç аллине пăшал тытма тивнĕ. Амăшĕ пĕринчен тепри пĕчĕкрех тĕпренчĕкĕсемпе тăрса юлнă. Çавна май Венямин пуртă аври çỹллĕш пулсанах ĕç çумне çыпçăннă. Талăкра 100 грамм çăкăр илессишĕн тата кăнтăрла çăнăх шỹрпи çиессишĕн аслисемпе тан вăй хума тивнисем, вăкăр кỹлсе çỹренисем, çĕр пулăхлăхне лайăхлатма кашни килтен вутă кĕлне пуçтарнисем унăн чĕринче манăçми йĕрсем тăратса хăварнă.
Аса илмелли В. Шернявăн чылай халь.
Комсомольски районне кĕрекен Йỹç Шăхаль ялĕнчи шкултан 7 класс вĕренсе тухнă хыççăн тата малалла пĕлỹ пухас тесе Венямин Михайлович Аслă Арапуçне çул тытнă. Анчах çитмен пурнăç унăн ĕмĕтне пĕр шелсĕр татнă. Вăл вăхăтра вĕреннĕшĕн укçа тỹлемелле пулнă, ашшĕпе амăшĕ вара тупса парайман. Ирĕксĕрех колхоза ĕçлеме кайнă.
Çулсем шăваççĕ те шăваççĕ, ачалăх хăш вăхăтра иртсе кайнине, çамрăклăх çитнине сиссе те юлаймастăн. Баян ăста калакан каччă 1960 çулта Каçал районĕнчи Шурут ялĕн хĕрĕпе çемье çавăрнă. Пурнăç та кăшт самайланнă май ялсенче техникăпа ытларах усă курма тытăннă. Венямин Михайлович мăшăрланнине, ача ашшĕ пулнине пăхмасăрах тракториста вĕренме каять. Куйбышев облаçĕнчи механизаци шкулĕнче ăс пухать. Çавăнтах тĕпленес тĕллевпе çемйине те чĕнсе илет. Анчах пурнăç тени эпир шухăшланă йĕрпе пымасть çав. Аслă ывăлĕ пĕр вĕçĕм чирленипе, тухтăрсем çакă климатпа çыхăннине пĕлтернипе, мăшăр каялла килет.
Арçын тăван тăрăха çитсен тỹрех тракторпа çỹреме пуçлать, Анна Николаевна фермăна вырнаçать.
_ Эпир ирхи 8 сехете валли çеç ĕçе çитсе курман. Çур çĕр иртсе икĕ сехетре Кирана пăчкă кĕрпи илме тухса каяттăмăр та кăнтăрлана валли каялла килеттĕмĕр. Ун хыççăн тепĕр çĕре наряд паратчĕç. Ăшă гаражсем те çукчĕ. Тракторсем çĕмрĕлсен юр çине выртса юсанисем те пĕрре мар пулнă. Каçсăр киле таврăнса курман. Мăшăр малтан фермăна каятчĕ, çулла ыттисемпе тан пай илсе ачасемпе çумлатчĕ, _ тет хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарнă май В. Шерняев. Унăн сăмахне арăмĕ малалла тăсрĕ:
_ Ача çуратса больницăран киле çитнĕччĕ çеç, бригадир кĕрсе те тăчĕ. Вăл мана пай парса хăварнине, çумлама каймаллине каларĕ. Тепĕр кунне тухса утрăм хире. Хĕвелпе пĕрле тăнă, уйăх çутипе кăна таврăннă вăхăтсем нумай пулнă.
Пурнăç кĕленче сăпкара сиктермен Шернявсене. Тĕп килтен уйрăлса тухса малтан мунча пысăкăш çурт тунă, çемье хушăннăçем пысăкраххине лартнă. Венямин Михайловичпа Анна Николаевна 3 хĕр те 5 ывăл çуратса ỹстернĕ. Çамрăк чухне картиш тулли выльăх тытнă. Укçа тăвас тесех сысна çăвăрлаттарса çурисене сутнă. Кил хуçи вĕлле хурчĕсемпе те кăсăкланнă. Анчах çулсем аслăланнăçем сывлăхĕ хавшанăран, вăйĕ чакнăран вите пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пушаннă. Халь хăйсене йăпанмалăх чăх-чĕп тытаççĕ.
Шăкăл-шăкăл калаçса кун ирттереççĕ Шернявсем. Пушă вăхăтра районта тухса тăракан "Авангард" хаçата алла тытаççĕ те хыпарсемпе паллашаççĕ. Сăмах май, ăна вĕсем кашни çулах çырăнаççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)