03 октября 2015 г.
Районта çулталăк тăрш шĕпе мĕнле спорт ăмăртăвĕ çеç иртмест-ши! Кашнийĕшне тенĕ пекех çитĕнекен ăру явăçма тăрăшать. Çăмăл атлетикăра чупнă чухне те, йĕлтĕрпе е велосипедпа ярăннă вăхăтра та, волейболла, футболла е хоккейла вылянă тапхăрта та каччăпа хĕр шутне кĕрсе пыраканскерсене куратпăр. Çапла пулмалла та.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, кăмăллакансем шăпах çав вăхăтрисем ĕнтĕ. Кашни ăмăртурах тата Первомайски енчисем призлă вырăнсене тивĕçнине те пытарма кирлĕ мар. Çакă çитĕнекен ăрупа тивĕçлĕ ĕçленипе те тỹрремĕнех çыхăннă. Витĕмлĕрех пултăр тесе кăштах иртнĕ вĕренỹ çулĕпе çиелтен çеç чупса иртер-ха эппин. Шкул ачисем хушшинчи спартакиадăра 10 çул малтисен йышĕнче Первомайскисем. Çиччĕшĕ физкультурăпа районта йĕркелекен олимпиадăра çĕнтерỹçĕсен шутне кĕнĕ. Республикăри тупăшăва вара виççĕн хутшăннă. Çуран тата велосипедпа чупассипе (дуатлон) хăйĕн ỹсĕм категорийĕпе Н. Никитина Раççей чемпионки ятне тивĕçни çеç мĕне тăрать. Наташа хăвăрт утассипе те, çăмăл атлетикăпа та, йĕлтĕрпе чупассипе те республикăра палăрнă.
М. Киргизов çăмăл атлет вара республикăн пĕрлештернĕ командинче тăрать. Халĕ Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма хатĕрленет. Çитĕнĕвĕсем пысăк Михаилăн. Н. Мылов ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, çăмăл атлетикăпа район шайĕнчи призер. Ятарлă спорт шкулĕсенче малалла пĕлĕвĕсене тăсакансем те пур. Иринăпа Алексей Смирновсенех илер. Спорта чунĕпе парăннисене татах та çырса кайма пулать. В. Горшкова, А. Чашкин, В. Кольцов каллех çак вĕренỹ çуртĕнчех спорт çитĕнĕвĕсене туптама тытăннă.
Президент тупăшăвĕсенче те кăтартусем пур коллективăн. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкулти 6 хĕрачапа арçын ача пĕрлештернĕ командăпа кубок çĕнсе илме пултарнă. Çитĕнекен ăрăва пьедестал картлашки çине хăпарма хăнăхтараканскерсем вара шкулта иккĕн: В. Матюшкинпа В. Никитин. Владимир Васильевичпа Валерий Николаевич педагогикăра вăтăршар çул ĕçлеççĕ.
Физкультура урокĕнче чупасси, сикесси, вылясси çеç малта тăмасть. Организма вăйăсене хăнăхтарасси те пысăк пĕлте- рĕшлĕ. Инкек-синкекрен асăрханма та пĕлмелле. Хăш-пĕрисене вара учительсем ОБЖ уро- кĕнче теори параççĕ. Практика пĕлĕвĕсене пĕрлехи занятисенче те илме пулать.
Ĕçе тивĕçлипе туса пынине хаклакан хисепсем пур Владимир Васильевичăн. Аслă категориллĕ педагог "Раççей Федерацийĕнчи пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илнĕ. Ĕç ветеранĕ вăл.
_ Ĕçри çитĕнĕве тума мана пĕр шкулта тĕпленни те пулăшать. Халĕ ачасене физкультурăпа иккĕмĕш класран пуçласах вĕрентетпĕр. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан никĕс çирĕп хурăнать пирĕн. Ывăл-хĕрĕпе пĕрлех ăмăртусене ашшĕ-амăшне те явăçтаратпăр. Волейболла, хоккейла, ытти вăйăсене кăмăллакансем аслăрах çулхисем хушшинче те йышлăн. Спорта юратасси пирĕн ăруран ăрăва куçать пулмалла. Тĕнче шайĕнче палăрнă ентешсемпе савăнатпăр. Ỹсĕм çулĕ çине тăма вара условисем çитеççех, _ тет сăмаха тăсса В. Матюшкин.
Тĕрĕс сăмахсем. Çуран е йĕлтĕрпе чупмалли вырăнсем лайăхран районти ăмăртусене кунта сахал мар ирттереççĕ. Хоккейла вылямалли лаптăка ỹркенмесĕрех шыв шăнтаççĕ. Кĕрхи-çурхи çумăрсем те кан- сĕрлемеççĕ. Шкулти спортзалта ирĕккĕнех выляма пулать.
Малтанхи пĕлĕвне Канашри педагогика училищинче илнĕ В. Матюшкин. Унтан конституци тивĕçне пурнăçланă. Çар тумне хывсанах вара урока кĕме пуçăннă. Ĕçленĕ хушăрах Шупашкарти педагогика университетĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Паянхи кун теорине те çирĕп пĕлет педагог. Практика хăнăхăвĕ вара çителĕклех. Çакна ĕç кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ.
Педагогсен çемйи Матюшкинсен. Мăшăрĕ, Ирина Николаевна, çакăнтах акăлчан чĕлхипе вĕрентет. Ывăлĕ Денис та ашшĕне хывнă-тăр. Спортпа çывăх. Улттăмĕш класа çеç çỹрет пулин те теннисла выляса, йĕлтĕрпе чупса район шайĕнче çитĕнỹсем тăвать.
Ял çынни тĕп ĕçпе çеç пурăнмасть. Матюшкинсем ытти çемье евĕрех пахчара та хăйсене мĕн кирлине пурне те çитĕнтереççĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)