Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ алă вăйĕпе пурнăç тунă

30 сентября 2015 г.

 Хăвăрт иртет çын ĕмĕрĕ: карта тытса та картлаймăн, чаршав карса та чараймăн. Тури Чакăра пурăнакан А. Семенова çитес çул сакăр теçетке тултарать пулин те ватлăхпа пĕчченлĕх серепине çакланнине сиссе те юлайманнине пăшăрханса каласа парать. Ара, мăшăрĕ ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă хыççăн та вун виçĕ çул хăйĕн ĕмĕчĕпе тата ачисемпе йăпанса пурăнать-çке Анна аппа. Çулĕсем шултăраланнине кура, кил-тĕрешри ĕçсене те ура тапсах пурнăçлаймасть. Апла пулин те хуçалăхра пур çĕрте те тирпейлĕх, тасалăх хуçаланать...

Анна Сергеевнăпа сакăлталлă пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕ пирки калаçу пуçарсан, вăл чăн малтан чунра пирчейми йĕр туса хăварнă йывăр вăхăтсене аса илчĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăнхи çулсенче те курăк яшки çисе ỹснĕ тапхăрсем _ чылай ватăшăн аксиома пекех. Ачалăхĕ пĕрешкел иртнĕ темелле, урăхла каласан, пурте çап-çамрăкла, шăмшак хытса çитичченех ĕçе кỹлĕннĕ. Анна аппа та çичĕ çултах сỹс тỹнĕ, çăм арланă, аслисемпе юнашарах пир те тĕртнĕ... Çав вăхăтрах амăшне пулăшма фермăна та çỹренĕ.

Сак тулли ача çитĕннĕ вĕсем. Çĕр çумне пусăрăннă пĕчĕк пỹртре пурин валли те вырăн тупăннă: пĕр кĕтесре вăрăм сак çинче ачисем йăшкăшнă, юнашарах _ пир вырăнĕ, шартлама хĕл кунĕсенче выльăхĕсем те çавăнтах çăрăлнă темелле, ĕнине те пỹртрех сунă... Качча килсен те шурă кулач çеç çиме пỹрмен ăна. Мăшăрĕпе пĕрле йышлă ачаллă çемьере пурнăçа йĕркелеме тивнĕ. Ултă арçын ачаллă ушкăнта çĕнĕ кинĕн тăпăртатмалли пайтах: кунне виçĕ хутчен вут хутнă, апат пĕçерсе кăларнă, кăвас чустине те килтех хатĕрленĕ, выльăх-чĕрлĕхне те пăхнă. Ялти чылай кин çапла тăпăртатнă ĕнтĕ. Каярахпа вара хăйĕн пилĕк пепкине çитĕнтернĕ чухне нумай çул фермăсенче тăрăшнă: чăх, сурăх пăхнă, пысăк ушкăнри ĕнесене сунă. Вăл вăхăтра витере алă вăйĕпе пурнăçланă ĕçсене аса илсен паян та ватă çыннăн çỹç-пуç вирелле тăрать темелле. Чăтăмлăхпа тỹсĕмлĕх мĕнпур йывăрлăха çĕнтернĕ, пурнăçа йĕркелесе пыма пулăшнă.

Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар. Пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхĕсене вĕсем мăшăрĕпе, Иван Степановичпа, яланах çурмалла пайланă. Вăхăтĕнче вăл та хуçалăхра конюхра та, кладовщикра та, çăкăр турттарнă çĕрте те тăрăшнă. Пилĕк ачана ура çине тăратма çăмăлах пулман. Çине питĕрме те, тăранса пурăнма та самаях укçа-тенкĕ ĕçлесе илме тивнĕ. Анна аппа йывăр вăхăтсене аса илнĕ чухне пĕр хĕрачине кофта илсе парас тĕллевпе витери сысна çурине тыттарса кăларса янине те каласа пачĕ: "Килте пĕр пус укçа та çук. Хĕрачан шкула кайма тăхăнмалли кофти çĕтĕлнĕ. Мĕн тумалла? Ача татăлса йĕрет. Пыр, витери сысна çурине ил те пасара кайса сут, вара туянма пултаратăн, терĕм. Ỹркенмерĕ çакскер, миххе çурăм çине хучĕ те, Первомайски пасарне утрĕ...

" Ял ĕçченĕн, ĕç ветеранĕн пурнăçĕнче йывăрлăхсем нумай пулнă. Ăна вара Анна Сергеевна яланах хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе тирпейлесе пынă. Çакăншăн вăл паян ачисем, мăнукĕсем умĕнче çеç мар, ял-йышра та хисеплĕ.

А. ЕГОРОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика