Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Арапуç керменĕнче хÿхĕмрех пек çут тĕнче

21 июля 2015 г.

Асăннă культура çурчĕ пирки "хăйнеевĕр филармони" теме те пулать. Ку ялта пурăнакансем чăваш эстрадипе те киленеççĕ, фольклор ушкăнĕсем шăрантаракан авалхи чăваш юррисене те итлеççĕ, спектакльсем курса та савăнаççĕ. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнчи культура керменĕ пирки. 600 /!/ вырăнлăскере, сăмах май, кунашкалли республикипе виççĕ-мĕн, халăх яланах лăк тулли пуçтарăнать. Хăть хĕлле, хăть çулла çакăн чухлĕ çынна пуçтарма культура ĕçченĕсем епле хевте çитереççĕ-ха? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Аслă Арапуç культура çурчĕн директорĕпе Розалия Ефимовăпа курса калаçрăмăр.

"Эпĕ - 1988 çултанпах культура ĕçĕнче. Çамрăк чухне Пăлапуç Пашьел ялĕн "Комсомолец" колхозĕнче комсомол организацийĕн секретарĕнче вăй хутăм. Ун чухне Рита аппа - клуб директорĕччĕ. Ăна курса çак ĕçе хăнăхса пытăм пулĕ. Вăл хулана пурăнма куçса кайрĕ те мана партком председателĕ чĕнсе илчĕ. "Розалия, клуба ĕçлеме куç!" - терĕ. Çапла эпĕ клуб ĕçченĕ пулса тăтăм. 2012 çулта вара шăпа мана Аслă Арапуç культура çуртне илсе çитерчĕ. Асăннă культура керменĕн тытăмне 1 вулавăш, 1 библиотека пункчĕ, 5 клуб /Каншел, Анат Чакă, Сител, Пÿртлĕ, Аслă Арапуç/ кĕрет. Чăн та, эпир питĕ нумай мероприяти ирттеретпĕр. Вĕсене пĕччен йĕркелеме çук. Культура ĕçченĕсем те, библиотекарьсем те пĕрле канашлатпăр. Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Секретов нумай пулăшать пире. Мĕн те пулин çĕнни шухăшласа тупрăмăр-тăк - ăна кашни "культура вучахĕнчех" ирттерме тăрăшатпăр. Пирĕн территорире икĕ фольклор ушкăнĕ: "Шуçăмпа" "Çăлкуç". Иккĕшĕ те вĕсем халăх ячĕллĕ. "Милашки" эстрада кружокĕ те ăнăçлă ĕçлет. Кашни уяврах концертсем кăтартатпăр. Пĕрешкеллĕх ан йăлăхтартăр тесе Шупашкартан чăваш эстрада артисчĕсене чĕнсе илетпĕр. Ку ял çыннисемшĕн те, пирĕншĕн те аван. Артистсем пире аренда укçи тÿлеççĕ. "Çăлтăрсем" пирĕн кермене 600 вырăнлă пулнишĕн кăна мар, кунти хитрелĕхпе хăтлăхшăн та кăмăллаççĕ. Нумаях пулмасть эпир ăна юсаса çĕнетрĕмĕр. Çуркунне пирĕн патăмăра Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем те спектакльпе килчĕç. Вăрмар районĕнчи Арапуç ял тăрăхĕпе туслă çыхăну йĕркеленĕ эпир. Нумаях пулмасть вĕсем пирĕн патăмăрта хăнара пулчĕç, хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Сăмах май, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче виçĕ ял - Вăрмар тăрăхĕнчи Арапуç, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç тата Кĕçĕн Арапуç - тĕл пулнă. Каярах вăл йăла манăçнă пулнă. Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Секретов вара ăна çĕнĕрен пуçарчĕ. Эпир те Вăрмар тăрăхĕнчи Арапуçа çитсе килтĕмĕр. Çуллахи вăхăтра та пирĕн ĕç нумай. "Шуçăм" фольклор ушкăнĕпе район Акатуйне хутшăнтăмăр, Шупашкарта иртнĕ Республика кунĕнче хамăрăн пултарулăхпа паллаштартăмăр. Июнь уйăхĕнче Патăрьел районĕнчи культура ĕçченĕсем пирĕн ял тăрăхне хамăрăн професси уявне паллă тума пухăнчĕç. Спорт мероприятийĕсем йĕркелесех аван ирттертĕмĕр", - паллаштарать Розалия Родионовна.

Розалия Ефимова пĕлтернĕ тăрăх - библиотекарьсем те /Татьяна Тихоновăпа Татьяна Степанова/ пуçарулăхĕпе, ăсталăхĕпе палăраççĕ. К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа ятарлă курав, "Нарспи" поэмăна вулатпăр" ятлă мероприяти йĕркеленĕ. Каншел шкулĕнче вара литература каçĕ çÿллĕ шайра иртнĕ. Аслă Арапуçсем декабрь уйăхĕнче Константин Иванов çулталăкне пысăк уявпа /ара, ку тăрăхран паллă çыравçă чылай тухнă/ пĕтĕмлетесшĕн. Чăвашлăх пирки сăмах пуçарсан Розалия Родионовна: "Аталансах пырать вăл. Фольклор ушкăнĕсем пирĕн тăрăхра авал юрланă юрăсене чĕртсе тăратасчĕ тесе тăрăшаççĕ. Телее, ялта купăс калама пĕлекенсем те йышлă. Николай Сорокин, Иван Ендеев, Михаил Фролов хăйсен ăсталăхне çамрăксене вĕрентеççĕ. Ялти купăсçăсен хушшинче тăтăшах ятарлă конкурссем те ирттеретпĕр. Ăсталăх тупăшăвне вуншар çын хутшăнать. Ялта алĕç тăвакан та йышлă. Пирĕн енче тĕрĕ тĕрлесси модăран тухман-ха. Хĕрсемпе хĕрарăмсем тĕрлĕ çиппе, хăюсемпе, вĕтĕ шăрçапа тĕрлеççĕ. Чылайăшĕ паян тĕрĕсене стена çине картина пек туса çакать. Хамăр тăрăхри алĕç ăстисен выставкисене те тăтăшах йĕркелетпĕр. Валентина Ендеевăн, Нина Соколовăн ĕçĕсене Патăрьелти куравсене те илсе каятпăр. Валентина Степановна вĕтĕ шăрçапа тĕрлет, Нина Васильевна вара тухья, хушпу ăсти. Аслă ăру çыннисем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Клубра шкул ачисен пултарулăхĕпе тăтăшах паллашатпăр. Ку енĕпе пире кĕçĕн классене вĕрентекенсем пулăшаççĕ. Кĕркунне чечексен конкурсне уçма палăртатпăр. Хам Розалия ятлă пулнăран-ши, чечексене питĕ юрататăп. Культура керменĕ умĕнче темиçе çул та ĕнтĕ тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем ÿстеретпĕр. Вĕсенчен темĕн тĕрлĕ композици те тăватпăр", - каласа парать Розалия Родионовна.

Унăн хастарлăхĕпе пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Ял çыннисем валли "Чăваш пикинчен" пуçласа мĕн тĕрлĕ конкурс йĕркелемест-ши вăл? Пысăк уявсене кăна мар, чăвашлăхпа çыхăннă каçсем те - Улах ларни, Кивĕ çĕнĕ çул, Аслă вăйă, Питрав, Сăпас тата ытти - йĕркелет. Çакна та калам: Розалия Ефимова 2010 çулта "Патăрьел районĕнчи чи лайăх культура ĕçченĕ" ята, маларах "Професси енĕпе чи ăсти" ятсене тивĕçнĕ.

- Канмалли кунсенче пĕрре те килте канаймастăр вара эсир, - шеллетĕп ăна.

- Çапла çав, канмалли кунсенче килте пулаймастăп. Вырсарникунсенче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ыйтнипе Аслă Арапуç пасарне сутуçăсенчен вырăн укçи пуçтарма тухатăп. Тепĕр чухне килте ытларах пулсан та йăлăхатăп. Тем çитмен пек туйăнать, чунăм ĕçеллех туртăнать. Коллектив лайăх пулнăран-тăр... Аслă Арапуçа 6 çухрăмри ялтан çÿресси те маншăн нимĕн те мар.

Ĕмĕт-тĕллевĕ пысăк Розалия Ефимовăн. Çитес вăхăтра вăл культура çурчĕн картлашкисене çĕнетесшĕн. Августра агитбригадăпа йĕтемсем çине, хире çитесшĕн, çĕр ĕçченĕсене юрă-ташăпа хавхалантарасшăн. Уяв каçĕпе мероприяти те чылай палăртнă. Хĕллехи вăхăтра вара драма кружокĕн ĕçне вăйлатасшăн. Ял çыннисем спектакльсем ытларах ыйтаççĕ-мĕн.

Роза ВЛАСОВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика