Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕтеме кĕрет çĕн тулă, Пулĕ пурнăç тутă

22 июля 2015 г.

Паянхи кун тĕлне районта "Первомайск" тата "Батыревское" хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем пуçланнă Сисĕнмесĕрех вырма та çитрĕ. Июлĕн 19-мĕшĕнче, вырсарникун, "Первомайск" ял хуçалăх предприятин кĕрхи культурисен анинче техника шавĕ илтĕнме пуçларĕ. Пиçсе çитнĕ тырă йĕтеме кĕме пикенчĕ.

Çурхи нỹрпе вăй илсе юлнă тырă хăмăлĕсем аванах çỹллĕ, пучахĕсем те тулли те вăрăм. Тухăç пысăкки куçкĕретех. А. Арбузов тата Н. Филиппов тытса пыракан комбайнсем вара мăнаçлăн кăна сарă тулă пуссипе тинĕсре ишекен карапсем пек пыраççĕ. Кăçал Первомайскисен пĕрчĕллĕ культурăсене 580 гектарта пуçтарса илмелле, унтан кĕрхисем 120 гектар (тулă _ 50, ыраш 70 гектар) йышăнаççĕ.

_ Вырмана 5 комбайн _ виçĕ "Нива-эффект", "Дон-1500 Б" тата "Вектор _ хутшăнать. Хальхи вăхăтра тăваттăшĕ хирте ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ тырă çапаççĕ, тепĕр иккĕшĕ _ пăрçа. Механизаторсем пурте опытлă. Йĕтеме И. Филиппов, А. Хураськин водительсем турттарса тăраççĕ. Тырра тỹрех алласа, тасатса, вăрлăх валли уйăрса пыратпăр, _ терĕ М. Петров ертỹçĕ уя куçĕпе ытамланă май. Михаил Владимировичăн кăмăлĕ савăк. Хĕпĕртемесĕр! Ара, тухăç кашни гектартан 39,5 центнерпа танлашать. Паллах, çакă ĕçлемесĕр пулман. Пусăçаврăнăшне пăхăннин, паха вăрлăхпа, гербицидпа, минераллă удобренисемпе усă курнин витĕмĕ пысăк. Хуçалăх пулас тухăçăн "амăшне" çĕнетсех тăрать.

Кĕрхи ырашăн "антарес" элита сортне "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнчен туяннă. Ытти культурăсенне те çавăнтанах илнĕ. Кĕрхисене пуçтарса кĕртнĕ çĕре çурхисем те ĕлкĕреççĕ. Çавна май хуçалăхра кашни сехетпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Комбайнерсем вăхăта перекетлес тесе апата столовăйне çỹремеççĕ, Т. Емелюкова, Н. Прокопьева поварсем хирех илсе тухса çитереççĕ.

Июнь уйăхĕнче çумăр çуманни çуркунне акса хăварнă пĕрчĕллĕ культурăсем çине пăхсан питĕ лайăх сисĕнет _ хăмăлсем шит çурăран вăрăм мар. Апла пулин те пучахĕсем пысăк, тĕшши те шултăра. Сĕлĕ вара аванах çитĕннĕ. Вăтам пỹ-силлĕ çыннăн пилĕкне çитет. Хуçалăхра ĕçлекенсен кăçал чăннипех те тыр-пул тухăçĕпе савăнмалăх пур. Тирпейлĕ тата тăкаксăр пухса кĕртме çанталăкĕ çеç пултăр.

Сăмах май, паянхи кун тĕлне районта кĕрхисене "Батыревское" пĕрлешỹ те çапма тухнă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика