10 июня 2015 г.
Саккăрмĕш теçетке çинче пырать Первомайскинчи Н. Сорокин. Вăр-варлăхĕпе хăйĕнчен чылай çамрăкраххисенчен кая юлмасть. Пурнăçра терт-нушине, хура-шурне сахал мар курнăскер ватлăха ирхи куна каçчен тĕллевлĕ ирттерме тăрăшать. Пушă вăхăчĕ сахал унăн. Çурт хыçĕнчи пахчара çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕрен çеç анайрĕ-ха Пăла хĕррине. Ир тăрса каç тăвиччен алли-ури пĕрре те ахаль тăмасть. Çум çумламалли матиксем, курăк çулмалли çавасем ăсталать, пăру, качака кăкармалли вĕренсем явать. Ĕçĕ ансат пек те, анчах пĕри те тăрăшмасăр, мелне пĕлмесĕр пулмасть. Матик тăвас тесен тимĕрĕ те кирлĕ. Шыракан тупать. Хăма çуракан пăчăкăсем "стройран" тухрĕç. Вĕсене ĕçе кĕртет.
Тепĕр киленĕçĕ те пур Николай Васильевичăн. Шкул вĕреннĕ чухнех алла хут купăс тытнă вăл. Турă панипе кирек хăш кĕвве те кăларма пултарнă. Çак киленĕç паян кун та пур ĕç ветеранĕн. Ахальтен мар ялти культура çуртĕнче ирттерекен хут купăс калакансен конкурсĕсене хутшăнать вăл. Ял уявĕсенчен те пĕринчен те юлмасть. Район кунĕсене ирттерекен кỹршĕ ялсене те тухса çỹрет.
Иртет-çке вăхăт, килмест каялла. Тавăрма çуках. Хăй вăхăтĕнче сахал мар техника çỹретнĕ Н. Сорокин. Кайран фермăра ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва та унтанах кайнă. Мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса ỹстернĕ. Икĕ хĕрĕн 3 мăнук çитĕнет. Пĕри _ Саша _ музыка училищинче пĕлỹ пухнăран телевиденипе паракан "Юратнăран" передачăсенче юрă саламĕсемпе те тухать.
Пĕр плантра Марина хĕрĕпе тата кĕрỹшĕпе пурăнать халĕ Николай Васильевич.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)