06 июня 2015 г.
Первомайскинче пурăнакан Клавдия Аверкиевна Верликована 90 çул тултарнă ятпа саламлама пуçтарăннисем çак ваттисен каларăшне темиçе хутчен те аса илчĕç. Ĕç ветеранĕ, тыл хастарĕ пурнăçра хурипе шуррине сахал мар улăштарнă.
Клавдия Аверкиевна хресчен çемйинче çуралса тĕрĕс воспитани илнĕ, çемьери йывăрлăхсене пăхмасăр ашшĕ фронта кайиччен каланă халал сăмахне пурнăçласа вунă класс вĕренсе тухнă. Ун хыççăн ăна шкулта ачасене вĕрентме шаннă. Каярахпа вара унăн пултарулăхĕпе харсăрлăхне кура хăйсен Каншелĕнчех кладовщицăра ĕçлеме сĕннĕ. Çамрăк хĕрупраç ун чухнех кашни ĕçе тỹрĕ кăмăлпа, чĕререн пурнăçланă.
Мăшăрĕпе, Петр Ивановичпа, икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратнă. Анчах шел, усал шăпана пула вăл мăшăрĕпе 18 çул çеç пурăнса юлайнă. Çавăнпа та ачисене те хăйĕнех çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларма тивнĕ хĕрарăмăн.
Ĕç паттăрĕ нихăçан та пуçа усман, пурнăçри кăлтăксемшĕн нăйкăшман. Паян вара вăл ачисемпе çеç мар, çичĕ мăнукĕпе тата çавăн чухлех мăнукĕн ачисемпе савăнать. Çветуй Троица кунĕпе тỹр килнĕ çуралнă кунĕнче вара тыл хастарне Раççей Президенчĕн тав çырăвне панă май, тăванĕсемпе пĕрлех ял тăрăх пуçлăхĕ В. Секретов, район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ В. Осипов, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н. Никитина та ăшшăн саламланă, тата нумай çул пурăнма сывлăх суннă. Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)