Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçланнă ĕмĕт ĕçре хушать хăват

27 мая 2015 г.

 _ Первомайскинчи тĕп больницăри Алексей Пантелеймонович Емельянов шăл тухтăрĕ ача чухне манран ỹссен кам пуласси пирки ыйтнăччĕ, эпĕ пĕр шухăшламасăрах: "Шăл тухтăрĕ", _ терĕм. Çынсене сиплес туртăм çитĕнсен те пĕтмерĕ, çавăнпах ĕмĕте пурнăçлас тесе вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн стоматологи уйрăмне вĕренме кĕтĕм, _ тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Н. Секретов стоматолог. Çамрăк пилĕк çул наука гранитне "кăшланă" хыççăн республикăн тĕп хулинчи пĕр больницăра интернатура тухнă. Анчах çамрăк алла илнĕ пĕлỹпе тỹрех ĕçлеме пуçăнайман _ тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласа салтак аттине тăхăннă. Çарта та университетра илнĕ пĕлỹ кирлĕ пулса тухнă. Ĕнерхи студент пĕрле службăра тăракансем хушшинче пневмонипе (ỹпке чирĕпе) чирлекенсем пуррине сиснĕ. Çапла майпа амак шала кайиччен чылайăшĕ сипленсе тепĕр хут строя тăнă.

Çуралнă кĕтес нумайăшне хăйĕн патнелле туртать. Николай Владимировичăн хулара тăрса юлма майĕсем пулнă пулсан та çемйипе Первомайскине таврăнать. 2012 çулта "Земство тухтăрĕ" программăпа Первомайскинчи çемье офисĕнче ĕçлеме пуçлать. Больница çывăхĕнчи ялсенчен, Йĕпреç, Комсомольски тăрăхĕсенчен килекенсен шăлĕсене кăларма, сиплеме, çĕннисене туса пама пикенет.

_ Вĕреннĕ чухне пире лекцисенче лайăх ăнлантарса паратчĕç-ха, анчах теори кăна çителĕксĕрри ĕçлеме пуçăнсанах сисĕнме пуçларĕ. Практикăра йăлтах çĕнĕрен хăнăхма тивет. Алексей Пантелеймонович опытлă тухтăр пулнăран мана йывăрлăхсене çĕнтерме те çăмăл. Вăл яланах усăллă канашсем парать, ăнлантарать.

Яла килнĕшĕн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Халь ялта та пурăнма пур услови те пур. Ỹркенмесен ĕçĕ те тупăнать, _ тет шăл тухтăрĕ.

Тухтăр общестăвăлла мероприятисенче те хастар. Николай Владимирович Первомайски ял тăрăхĕнчи Çамрăксен канашĕн членĕ. Çавăн пекех районти тĕп больницăра тăрăшакансемпе пĕрле спорт мероприятийĕсене те хутшăнать. Тăрăшулăхне тата матурлăхне пула вăл 2013 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ.

Н. Секретов пушă вăхăта çемйипе ирттерме юратать. Евгения мăшăрĕпе Дарья хĕр çитĕнтереççĕ.

О. ПАВЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика