Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çичçĕртен _ тăваттăмĕш

08 апреля 2015 г.

Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан Николай Михайлович Селиванов _ ĕмĕрĕпе тенĕ пекех пуçлăхра ĕçленĕ çын. Стажне çырма вăл çамрăк чух Аслă Арапуçĕнчи "Сельхозтехника" уйрăмĕнче пуçланă: гараж заведующийĕ, колонна начальникĕ пулнă. Ун никĕсĕ çинче автотранспорт предприятийĕ туса хурсан _тĕп инженер, директор. 1992 çулта ăна райцентра куçараççĕ. Кунта вăл ДРСУ тилхепине ултă çул тытрĕ. Тивĕçлĕ канăва вара автостанци пуçлăхĕн вырăнĕнчен кайрĕ.

Ĕмĕрĕпе халăхпа шăкăлтатса ĕçленĕ хастара килте ялан диван сыхласа ларма çăмăл мар-тăр çав. Ансатрах пĕр-пĕр ĕçе пуçăнас шухăш пĕрре кăна мар пуçа кĕнĕ. Ара, сывлăх тени аванах темелле. Вăй-хал та чакман-ха.Тăватă çул каялла вăл тем ыйтупа Патăрьелне килсен, "Поддержка" ятлă патшалăх страховани компанин районти уйрăмĕ вырнаçнă тĕлте хăй пекех пенсине кайнă юлташне тĕл пулать. Çĕнĕ хыпарсемпе паллашнă хыççăн çакскер Николай Михайловича ку учрежденине агента вырнаçма хистеме тытăнать, вăйпа тенĕ пекех ертỹçи патне илсе кĕрет.

_Тĕлĕнмелле пек те, пире Мария Васильевна начальник хапăлласах йышăнчĕ,_ аса илет ман пĕлĕш._ Малтан вăл компанин кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Эп хам ĕмĕрĕпе тенĕ пек пĕртен-пĕр Госстраха кăна пĕлнĕ. Урăхла страхлакан тытăм пуррипе пит интересленмен те. Районта ăна йĕркелесе яни чылай вăхăт-мĕн _ 15 çул. Кăтартăвĕсем те аван. Эпир килессе ятарласа кĕтнĕ тейĕн_кăмăллă калаçакан хĕрарăм çав самантрах иксĕмĕре те ĕçе кĕме хут çыртарчĕ. Çапла эпĕ пĕр шутламан-туман çĕртен тенĕ пекех пỹлĕмрен кунти коллективăн пĕр членĕ пулса тухрăм. Чăн та, ман хайхи идея пама пĕлекен тусран агент пулса пĕтмерĕ_кĕçех пăрахрĕ. Эп вара хам суйласа илнĕ шухăшран пит каялла чакакан йышши мар, пуçăнса кайма çăмăл мар пулсан та малаллах талпăнтăм. Пикенсех утсан Питĕре те çитме пулать, тесе ваттисем ахальтен каламан. Çак çула суйласа илнишĕн паян кун та нимĕн чухлĕ кулянмастăп...

Пурте пĕлекен компанинче агентсене ялсем е участоксем çине пайласа пама тăрăшаççĕ. Кунта вара ун пек йĕрке туман. Страхлас ыйтупа Чăваш республикин кирек хăш кĕтесне те çитме юрать. Çавăнпа паян Николай Михайловича таçта та тĕл пулма май пур_Патăрьел районĕнче те, Шăмăршă тăрăхĕнче те, Каçал енте те, Шупашкарта страхланакансем те тупăнаççĕ уншăн. Вăрттăнлăх кунта çук темелле_ Николай Селиванова ятран пĕлекен пайтах. Хăйĕн те пĕлĕш пайтах. Пытарар мар, агент палланă е палламан çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах ку та сахал иккен-ха.

_Клиентсене эпĕ шăматкунсемпе вырсарникунсенче тупма тăрăшатăп.Эрне варринче вĕсем ирпе ĕçе васкаççĕ, каç кỹлĕм кăна таврăнаççĕ. Темле шырасан та тупаймастăн. Тĕл пулсан та вăхăчĕсем сахал. Çавăнпа эп çав кунсенче "хамăн та канмалла-ха" тесе лармастăп, автомашинăна хускататăп та килĕсене васкатăп. Праçниксем те ман валлиех, ун чухне çынсен кăмăлĕсем ырă, _ паллаштарать хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Николай Михайлович.

Страхлас тесен, темле май та пур хальхи саманара. Анчах нумай чухне ял çынни çурт-йĕрпе хуралтăсене, мунчасене пушартан, çил-тăвăл аркатнинчен, аçа çапнинчен, çуркунне е кăркунне шыв-шур илнинчен сыхлама тăрăшать. Паллах ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕх пирки те шутлать. Хуçалăхра тытакан ĕнен те, лашан та, сыснан та, сурăхпа качакан та вилесси пулать. "Паспорчĕ пулсан йытăпа кушака та страхлатпăр",_ йăл кулать Николай Михайлович. Автомототранспорт тени вара хальхи вăхăтра килсерен. Аварисенчен е çул-йĕр çинчи инкексенчен Турă та сыхласа пĕтереймест пулĕ. Кашнин тенĕ пек çăмăл автомашина. Трактор, автобус, мотоцикл тытакансем йышлă. Теприн пĕр картишĕнчех виçĕ-тăватă куçакан техника хатĕрĕ ларать. Инкек ту-ту тесе кăшкăрса килмест. Лайăх ăнлантарса парсан страхлассинчен айккине пăрăнакан сахал.

Тепĕр чухне пире пĕлменни те нумай ура хурать. Акă, сăмахран, ку компанинче вĕçĕмсĕрех страхланакансене çăмăллăх парса тỹлев взносне çуллен чакарса пыраççĕ. Пенсионерсен кил-çурчĕшĕн вара пĕчĕкрех тариф туса хунă. Инкеке лекнĕ çынна документсем хатĕрлеме те пулăшаççĕ иккен, страхланă укçине те вăраха тăсса ямасăр алла тыттараççĕ.

Çаксене çирĕп пурнăçласа пынăран, Николай Михайловичăн ĕçĕ те ăнать, пысăк çитĕнỹсем тăвать. Ветеран ĕç итогĕсем тăрăх кашни уйăхрах малтисен ретне тухать. Çавăнпах ăна республикăри компанин Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Иртнĕ çулăн тăваттăмĕш кварталĕнче вăл страхлакан агентсен категорийĕнчи ăмăртура республикăра тăваттăмĕш вырăн йышăнса кĕмĕл призер шутне кĕнĕ. Ушкăнта çичçĕр çын тăнине шута илсен, çакна самай пысăк çитĕнỹ тесе хакламалла.

Николай Михайлович ку çула та пысăк хастарлăхпа пуçланă. "Малта пыракан Çĕрпỹ, Улатăр тата Çĕмĕрле (сăмах май вĕсем пурте _хуласем) агенчĕсене хăваласа çитсе иртес шухăшпа пурăнатăп-ха", _тет вăл кăмăллăн.

Çитмĕл тăваттăра пыракан шурсухалтан чăннипех те тĕслĕх илмелĕх пур.

Н. ЛАРИОНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика