18 марта 2015 г.
Чăваш поэзийĕн классикĕн _ Митта Ваçлейĕн ячĕ ĕмĕртен ĕмĕре юлчĕ. Вăл хăй хыççăн çухалми йĕр хăварчĕ. Унăн сăввисем паян та чун-чĕрене витермелле янăраççĕ. Çавăнпа та чаплă сăвăçăн çуралнă кунне çулленех паллă тăваççĕ. Митта Ваçлейне пуç тайма ку хутĕнче Аслă Арапуçне Митта Ваçлей Хунти ертỹçи Илле Иванов, Юрий Сан çыравçă, "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Н. Мазякова, Н. Федорова çамрăк юрăç, Н. Ларионов килчĕç.
Хăнасене Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ А. Никитин, библиотекарьсем, культура ĕçченĕсем, учительсемпе вĕренекенсем кĕтсе илчĕç. Ушкăнпа Митта Ваçлей вил тăпри çинче пулса пурнăçран ир уйрăлса кайнă ентеше асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç. Поэтăн çывăх тăванĕ _ Яков Степанов хăй çырнă çĕнĕ сăввисемпе паллаштарчĕ, Василий Егорович пурăннă чухнехи хăш-пĕр самантсене аса илчĕ.
Шкулта ял халăхĕпе, вĕренекенсемпе тĕл пулни те кăмăллă пулчĕ. Ачасем Митта Ваçлей сăввисене вуларĕç. Ăшă аса илỹ саманчĕсем куç умне тухса тăчĕç. Сăмах илнĕскерсем Митта чăваш сăввин аслă учителĕ пулса юлнине палăртрĕç. Чылай çыравçă, çав шутра Г. Айхи, В. Давыдов-Анатри, Н. Исмуков та ăна хăйсен вĕрентекенĕ вырăннех хунă.
И. Иванов поэтăн паллă сăввине ("Ма хитре-ши Иванов бульварĕ?") турккă чĕлхипе вуларĕ. Юрий Сан поэтăн "Тăван çĕршыв" сăвви пурне те тыткăнларĕ.
Çак кун Патăрьелĕнчи "Çăкăр" музейĕнче те Митта Ваçлейне халалласа шкул ачисен хушшинче йĕркеленĕ "Çамрăк поэтсем" конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Унта çитĕнекен ăру хăй çырнă сăввисене тĕрлĕ чĕлхепе вуларĕ. Пурĕ 83 ытла ача хутшăнчĕ. Жюри членĕсем никам кăмăлне те хăварас мар тесе 11 номинаци туса палăртрĕç. "Чи лайăх сăвăç" ята Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 класра вĕренекен Т. Грачева тивĕçрĕ. "Çамрăк сăвăç" иккĕмĕш вăтам шкулти 6а класри М. Воробьева, "Чи лайăх сăвă вулакан" пĕрремĕш вăтам шкулти Д. Каргина, "Çамрăк çыравçă ята" 2а класри Е. Лепешкина çĕнсе илчĕ.
(Хамăр корр)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)