11 марта 2015 г.
Кая юлса кăçал хĕл килчĕ,
Кĕр кунĕ витĕнчĕ юрпа.
Хăй илемне тинех вăл кỹчĕ
Тавралăха шап-шур тумпа.
Пĕрремĕш юр, пĕрремĕш курăм,
Хĕлĕн пĕрремĕш кунĕсем.
Хавхалану кỹрен çĕн пулăм,
Чуна пит çывăх-çке вĕсем.
Уй-хир, вăрман, сăрт-ту, лăп-айлăм
Тахçанах кĕтнĕ пек хĕле
Пĕр пек тĕспе хупланчĕç.
Ялăм Урăх сăн çапнă та епле.
Садсем шап-шур чечеке ларнăн
Юрпа витĕннĕ туратсем.
Пилешĕ те, ав, шĕл кăваррăн
Вут-хĕм сапаççĕ çырлисем.
Пĕрремĕш юр ытла та кăпăш,
Пуснă пусман йĕр палăрать.
Хăйне валли шыранă тупăш
Йĕрне мулкачă хăварать.
Çакна курса сунарçă тухрĕ
Çине хурса шап-шур тумпа.
Ял тулашне, катана утрĕ
Йĕр йĕрлеме çĕнĕ юрпа.
Сивĕ пулсан та, юр çусан та,
Пĕрех илемлĕ тăван ен.
Кĕрпе-çурпа, хĕлпе çупа та
Ун илемне курса килен.
Я. СТЕПАНОВ. Первомайски ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)