Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле тăрăшса вăй хурсан, çитĕнỹ пуĕ ялан

28 февраля 2015 г.

 Ял хуçалăх предприятийĕсенче 2014 çула пĕтĕмлетме пуçларĕç. Отчетпа суйлав пухăвĕсем "Красное знамя", "Звезда", "Первомайск", "Мир", "Родина", "Труд" хуçалăхсенче пулчĕç. Çак кун-сенче "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнче иртрĕ.

Мероприятие хуçалăх ертỹçи М. Петров савăнăçлă самантран пуçларĕ: пăру пăхакан А. Панфилова шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Унтан кун йĕркипе паллаштарчĕ. Çакăн хыççăн тĕп специалистсем _ Н. Лукин агроном, Н. Пазухин инженер, З. Павлова бухгалтер, Н. Белова ветфельдшер _ сăмах илчĕç.

_ Маларахри çулсенче пирĕн тăрăхра çумăр çумарĕ тесен те йăнăш мар. Вăрлăхсене имçамласа акнă, минераллă удобренисем сапнă, гербицидпа усă курнă пулсан та палăртнă чухлĕ тухăç пухса кĕртеймерĕмĕр. Пĕлтĕр вара çанталăкĕ пире хĕрхенчĕ _ çĕр çине нỹр ỹкрĕ, çавна май тухăçĕ те савăнтарчĕ, _ терĕ хăйĕн докладĕнче Н. Лукин.

"Малалла" ял хуçалăх эртелĕн 1060 гектар çĕр. Кашни лаптăкпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Акма-лартма вăрлăх хатĕрлесе çитернĕ. Кондицие лартнă пĕрчĕллĕ культура 256 тонна та пур. Хуçалăх вăрлăхпа ĕçлекеннисенчен пĕри пулнă май, сутлăх та çителĕклех. Хăйсем те çĕнетсех тăраççĕ. Кăçал çĕр улми, тулă, сĕлĕ, пăрçа вăрлăхĕсене туянма планланă.

Уй-хирте ĕçлеме, яваплă тапхăра кĕске вăхăтра вĕçлеме техника яланах юсавлă кирлĕ. Самана улшăннă май кадр тĕлĕ-шĕнчен те йывăрлăхсем тухаççĕ. Çавăнпах хуçалăхра тракторсене тата ытти агрегатсене çĕннисемпе, хăватлисемпе улăштараççĕ. Юсавсăррисене те "сиплесех" тăраççĕ. Апрелĕн пĕрремĕшĕнче кунта техника тĕрĕслевĕ пулмалла. Хурçă "утсене", сỹресемпе культиваторсене тата ыттисене те хатĕррисен ретне лартма юсама пикеннĕ. Н. Пазухин тĕп инженер акара, вырмара лайăх ĕçленĕ механизаторсене ырăпа асăнса хăварчĕ, ĕç сыхлавне пăхăнса вăй хунăран инкексем пулманнине пĕлтерчĕ.

"Малалла хуçалăх районта лайăх аталанса пыраканнисенчен пĕри. Иртнĕ çула вăл тупăшпа вĕçленĕ. Кăтартусем та маларахри çулсенчен лайăхрах. 2013 çулта тырă пĕр гектартан кĕлет виçипе 18 центнер тухнă пулсан, пĕлтĕр 31,1 центнерпа танлашнă. Пĕрчĕллĕ культурăн хăй хаклăхĕ 3 тенкĕ те 20 пуса ларнă.

Хуçалăхра кашни отрасль пĕр-пĕринпе çыхăннă. Акă, тыр-пул ăнса пулнă та выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ янтăланă. Рацион та пуян. Кăтартусем те лайăхланнă. Пĕр ĕнерен çулталăкра 4499 килограмм сĕт сунă, пăрусем вăтамран 664 грамм ỹт хушнă. Çакăнта выльăхсене чир-чĕртен хỹтĕлесе профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттерни те пысăк витĕм кỹнине Н. Белова ветфельдшер палăртса хăварчĕ.

Чылай хуçалăхра лашасем юлманпа пĕрех: фермăсенче çеç "чĕлхесĕр янавар" 2-3 пур. "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнче 21 пуç тытаççĕ. Вĕсемпе хуçалăх ĕçĕнче те усă кураççĕ-ха, çав вăхăтрах ял халăхĕ те çĕр улми лартнă е йăран çырнă чухне илсе каять.

Паян ĕç кунĕшĕн патак çеç лартнипе никам та ĕçлемест. Ара, укçи те кулленхи кунах кирлĕ-çке. Хуçалăхра вăй хуракансене кашни уйăхрах шалу параççĕ, çавăн пекех утă-улăмпа, тырăпа хавхалантараççĕ. Пенси фончĕ тата налук органĕ умĕнче те парăмсем çук. Пухăва М. Петров ертỹçĕ пĕтĕмлетрĕ.

_ Пĕрле килĕштерсе ĕçлесен çеç ăнăçусем пулаççĕ, хуçалăх та аталанать. Чăнах та, юлашки çулсенче çанталăк типĕ пулнăран кăтартусем питех савăнтармарĕç. Пĕлтĕр тыр-пул тухăçĕ аван тухни хуçалăх экономикине тĕреклетме май пачĕ. Техникăна та çĕнетме тăрăшатпăр. Иртнĕ çул трактор туяннăччĕ, кăçал сеялка илме палăртнă, _ терĕ Михаил Владимирович тата ытти ыйтусене те хускатнă май.

Эртел ертỹçи калаçса пĕтернĕ хыççăн район представителĕ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов сăмах илчĕ. Вăл хуçалăх аталанса пынине, кăтартусем маларахри çулсенчен лайăхраххине асăнчĕ. Малашнехи ĕçре те ăнăçусем сунчĕ. "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнче кашни 3 çулта пĕрре ертỹçĕне суйлаççĕ. Кăçал та пухăва хутшăнакансен хуçалăх "тилхепине" кама шанса парассине татса пачĕç. Йывăр "лава" туртма пĕртен-пĕр кандидат çеç пулчĕ _ М. Петров. Пурте пĕр шухăшлăн Михаил Владимировичшăн сасăларĕç. Çавăн пекех правлени тата сăнав членĕсене те суйларĕç. Çак кунах профсоюзăн отчетпа суйлав пухăвĕ те иртрĕ.

Районти АПК профкомĕн председателĕ И. Васильев сăмах илчĕ. Вăл халĕччен тунă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ.

Хуçалăхри профком председателĕ Н. Лукин отчет туса пачĕ.

Николай Петровича хăйнех çак тивĕçе малалла тăсма шанчĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика