Юбилей çывхарнăран пĕр канăçĕ те пулмарĕ Пăлаçи Атăкри Н. Клементьеван. Хăна-вĕрле пуçтарас шухăшĕ тăмасть пуçра. Пĕр варта выртса, пĕр çуртра ÿссе çитĕннĕ ывăл-хĕрĕ çула пуçтарăнать. Ваттин кашнийĕнпе юнашар ларса ăшшăн калаçас килет. Килме çулĕсем çывăх мар-çке. Сывă та тĕрĕс-тĕкел ÿссе çитĕнчĕç вĕсем. Пурнăç тутине ачаранах сиснĕрен хăйсене валли кăмăла каякан ĕç суйласа илчĕç. Сывă пурнăç йĕркине мала хурать кашнийĕ. Ашшĕне çеç çакна курма шăпа пÿрмерĕ.
Нина Григорьевнăна вара хăйне те шăпа ылтăн сăпкара сиксе ÿсме май паман.
Вăрçă вăхăтĕнче кун çути курнăскере саманан сарлака сакки çинче саркаланса ларма май килмен. Ялти шкулта 4 класс вĕреннĕ хыççăн Первомайскине кайнă хĕр ача. Тата виçĕ çултан кĕнеке-тетрадь чикнĕ пир хутаç хул пуççи урлă текех çакăнман. Майĕ те пулман ĕнтĕ. Хырăм выçă, çие питĕрмелле.
Улатăрти кирпĕч заво-дĕнче ĕçленĕ кунсене те çан-çурăма çÿçентермесĕр аса илеймест ватă. Алăри наçилкке çирĕпленсе çитмен çамрăка самаях авнă. Сменăра ĕшенни тепре ĕçе пуçăничченех тăнă.
Нуша кулач çитерет тенĕ евĕр, Нина Крыма та кайнă. Пĕр класа çÿренĕ тантăшĕсемпе унта икĕ çул иçĕм çырли пуçтарнă. Çÿрен каска якалать, выртан каска мăкланать тенине тĕпе хурса яла таврăннă. Çак вăхăта пĕве кĕнĕ хĕре куç хывакан та пулнă иккен – вĕсем Н. Клементьевпа пĕр-лешнĕ.
Çут тĕнчене ăрăва малалла тăсакансем пĕрин хыççăн тепри килнĕ: Володя, Юра, Лида, Светлана, Саша. Ашшĕпе амăшĕ хĕр пĕрчисемшĕн те, ывăлĕсемшĕн те чунтан хĕпĕр-тенĕ. Килĕшÿре пурăнни умри йывăрлăхсене çĕн-терме май панă. Çуртне те лартнă Нина Григорьевнăпа Николай Николаевич. Анчах курасси те аякра тăман иккен. Аслисем хирте ĕçленĕ чухне килте пушар тухнă. Юрать-ха ачисене кÿршĕ-аршă вут-çулăмран хăтарнă. Кĕçĕнни вуннăра чухне вара кил хуçи пурнăçран уйрăлнă. Çип ăçтан çинçе çавăнтан татăлать тенĕ евĕр пурнăçа пĕр тикĕс сыпăнтарса пыма çăмăлах мар иккен. Пуçне усма шутламан хĕрарăм. Ирпе ирех тăрса хуçалăх кантурĕн çуртне хутса ăшăтма кайнă. Унтан килти кăмакана чĕртсе янă. Ачисене черетлесе шкула кăларса ярсан каллех колхоз ĕçне утнă.
– Кил картинчен выльăх-чĕрлĕх татман. Ĕне усранă, сысна тытнă. Сĕтпе аш-какайне сутма тăрăшнă. Пурнăçа сыпăнтарса пымалла-çке. Вăрмана вутта кайни сахал пулнă-им! Паян çăтмахри пурнăçпа пурăнатпăр. Тулта раштав сивви шатăртатсан та пÿрт ăшă, хутăнать. Сĕтел çинче – мăнкун апачĕ. Пурте çитет пирĕн пурнăçра. Хам çуратнă ачасен мăнукĕсемпе çеç савăнайса пурăнаясчĕ,– тет Нина аппа. Пĕрин хыççăн тепĕр мăнукĕ çинчен кăмăла каймалла итлесе лармалла каласа парать. Тăххăрăн вĕсем. Асламăшĕпе кукамăшне хăйсем те юратаççĕ. Канмалли кунсенче, çуллахи каникулта, уявсенче хăнана килеççĕ.
Иртеç кунсем, иртеç çулсем. Пилĕк ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă чухне самаях пулнă пулĕ нуши-терчĕсем, чунне хытарса куççуле çăтнисем. Умри саппун арки те типĕтейнĕ вĕсене. Паян вара савăнăç куççулĕ çеç тухать. Амăшĕн тивĕçне туллин пурнăçланишĕн, çитĕннĕ ăрăвăн ят-сумĕ ÿссе пынишĕн чăннипех те савăнмалăх пур Нина Григорьевнан. |