Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун-чĕререн сума сăватпăр, тăпру çине чечек хуратпăр…

04 февраля 2015 г.

Пирĕн ялта та вăрçă хуйхи, унăн нушипе терчĕ пырса тивмен çемье сахал-тăр. Унăн ахрăмĕ çултан-çул хыçа юлса пырать пулин те чун суранĕ пирчеймест. Пирĕн çемьешĕн те вăл йĕрсĕр иртмен. Атте аса илĕвĕ тăрăх (йывăр тăпри çăмăл пултăр) салтак атти вĕсемшĕн тарлă çеç мар, нушаллă та пулнă. Унăн хăш-пĕр аса-илĕвне эпĕ темиçе çул каяллах хут çине шăрçаланăччĕ. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарас умĕн вăрçă сюжечĕсене куç умне кăларни леш тĕнчере канлĕх тупнă аттемĕре çăмăллăх кỹтĕр.

Вун тăхăр çул тултарнă хыççăн шăпа пирĕн аттене, Аслă Арапуç каччине тăшмана хирĕç çапăçма илсе кайнă. Ăна ялти ытти каччăсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ çеç мар, тăван-пĕтенĕ, ял-йыш уй хапхинчен чыслăн ăсатса янине калатчĕ. Икĕ çул та пилĕк уйăх хушши вăл кăкăр çумĕнчи пăшалне алăран яман. Салтак шăпи ăна Волгограда, Украинăпа Белоруссине, Румынипе Литва çĕр-шывĕсене, Курск пĕккине те илсе çитерет...

Волгоград хулине тăшмансенчен хỹтĕленĕ чухнехи самантсене питĕ пăлханса каласа паратчĕ атте. "Пирĕн поезд пĕр станцине çитиччен чарăнчĕ. Кĕпер урлă транспортпа каçма май çук, ăна сирпĕтнĕ. Пире вагонсенчен хире антарса хăварчĕç. Кĕпер çуккине пула çынсен Дон шывĕн юппи урлă ишсе каçмалла. Унтан вара хăшĕ ишсе каçнă ĕнтĕ, тепри, вăй çитменрен, шывпа юхсах кайнă-тăр... Вилнĕ çынсен ỹчĕсем пĕри унта, тепри кунта сапаланса выртатчĕç. Çапах та салтаксем сивĕ çанталăка пăхмасăр вăй çитнĕ таран унка лекнĕ нимĕçсене сыхланă, хăйсем витĕр кăларман, хỹтĕленнĕ. Шăпах çакăнта чухне эпĕ шăнса пăсăлтăм, ỹпкене лектертĕм...", _ каласа паратчĕ вăл пире, ачисене, хăй тавра пуçтарса. Ун хыççăн Михаил Иванович Киргизова йывăр чире пула киле яраççĕ, демобилизацилеççĕ. Виçĕ уйăхран салтах каллех строя тăнă, тỹрех фронта кайнă. Вăрçă яланах пысăк хăрушлăхпа, çухатупа çыхăннă. Иккĕмĕш хут салтак аттине тăхăннă хыççăн каччăна каллех амантаççĕ. Пĕр хутчен çеç те мар тата... Нăйкăшса выртма вара вăхăт çук. Лазаретра сипленнĕ хыççăн та çине-çинех çапăçăва кĕме тивнĕ. "Çапăçу вăхăтĕнче пирĕн танксем шăрпăк курупки çуннă пек хыпса илетчĕç. Эпир вара вут-çулăм витĕр тухса малалла чупаттăмăр. Нимĕçсен пехотипе, танкисчĕсемпе нумай куçа-куçăн тăнă", _ тетчĕ атте.

Çамрăк чухне эпир аттен чун ыратăвне пайлама та, ăна лăплантарма та пĕлмен-тĕр. Халĕ вара вăл çумра çукран-ши, ун пирки тата нумайрах та нумайрах пĕлес, çырса хăварас, çынсене каласа парас килет.

Белоруссине ирĕке кăларнă чухне вăрманти шурлăхра нимĕçсемпе çапăçма тивет салтаксен. Çăра юшкăнпа чупма мар, утма та йывăр пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл малтанласа хăй уринчен аманнине те пĕлмен. Вăл пĕçерме тытăнсан çеç ăна уçса пăхать те... Тăшман пульли пушмакĕ витĕр урине пакăлчак тĕлĕнчен шăтарса тухнă, унта вара туллиех юн кĕвĕлсе ларнă иккен. Ури чукмар пек шыçса кайнă. Аманнă салтака та ытти суранланнисемпе пĕрле малтан лашапа, кайран вара машинăпа илсе кайнă. Çул çинче те темиçе хутчен тăшмансем пирĕннисене самолетран бомбăсем пăрахнă, пенĕ... 13 машинăран виççĕшĕ çеç сыхланса юлайнă. Телее, вĕсенчен пĕрин çинче шăпах пирĕн атте те пулнă. Турри çапла çырнă пуль. Вăрçă суранĕсем вара ăна пурнăç тăршшĕпех канăç памарĕç. 1944 çулта йывăр аманнă каччăна яла янă хыççăн пирĕн атте аллинчен костыль пăрахмарĕ. Туя çине таянсах авланнă, çемье çавăрнă. Аннепе, Мария Андреевнăпа, çичĕ ача çуратса ỹстернĕ. Пысăк çемьене пăхма, тăрантма, тумлантарма та çăмăл пулман. Паян эпир хамăра чун панă çыннăмăрсемшĕн пуç таятпăр. Вĕсен ырми-канми ĕçĕшĕн, тивĕçлĕ воспитанийĕшĕн тав тăватпăр. Атте вăрçăра çĕнсе илнĕ наградисене вара çемье архивĕнче упратпăр. Чи хаклă тупра вăл пирĕншĕн. Вĕсемшĕн паян эпир çеç мар, унăн 25 мăнукĕпе 33 кĕçĕн мăнукĕ те хĕпĕртеççĕ.

В. КИРГИЗОВА. Первомайски ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика