14 января 2015 г.
ПЕРВОМАЙСКИНЧИ ял тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ уявсем, спорт мероприятийĕсем сахал мар иртеççĕ. Хальхинче, акă, спортпа сывлăх вунă кунлăхне халалласа сывă пурнăç йĕркине хапăллакансем пăр лаптăкĕ çине хоккейла выляма тухнă. Çак вăйăра хăйсен ăсталăхне тĕрĕслекенсем тăватă ушкăна пайланса тупăшнă: ял тăрăхĕнчи ветерансем, шкул ачисем, студентсем тата тĕп хуламăрти ентеш-ветерансем. Юлашкинчен тỹресем çапла пĕтĕмлетнĕ: пăр çийĕнчи вăйăра студентсем пек маçтăр вылякан команда тупăнман.
Спорт уявне ял тăрăх пуçлăхĕ В. Секретов, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ тата физкультура ĕçченĕ В. Семенов, "Тав" суту-илỹ компанийĕн генеральнăй директорĕ И. Антонов, "Слава картофелю" агрофирма директорĕсен канашĕн председателĕ А. Капитонов тата ыттисем те хутшăннă, спортсменсене ăнăçу суннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)