27 декабря 2014 г.
Декабрĕн 20-21-мĕшĕ-сенче Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкул спортзалĕнче унччен кунта нумай çул ĕçленĕ Н. Кузьмина асăнса волейбол турнирĕ иртрĕ. Малтанхи кун хĕрарăмсем тупăшрĕç. Пурĕ 7 команда хутшăнчĕ. Çивĕч кĕрешỹре Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул выляса илчĕ. Иккĕмĕш вырăна хуçасем, Первомайски ял администрацийĕ, виççĕмĕшне Аслă Чеменсем тухрĕç.
Тепĕр кунне спортзала арçынсен 7 команди пуçтарăнчĕ. Вĕсене 2 пая уйăрнă хыççăн спортсменсем хăйсен ушкăнĕнче мала тухассишĕн тупăшма пуçларĕç. Чи малтанах Нăрваш Шăхальсемпе Сăкăтсем тата "Батыревский" пĕрлешỹ вылярĕç. Шăхальсемпе Патăрьелсем финала тухрĕç. Унтан хуçасемпе Туçа ял тăрăх администрацийĕ хушшинче вăйă çивĕч иртрĕ.
Виççĕмĕш вырăншăн Нăрваш Шăхальпе Аслă Арапуç командисем тупăшрĕç. Телей хăнасем енче пулчĕ. Çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçессишĕн Туçасемпе Патăрьелсем вăй виçрĕç. 2:0 шутпа Туçа команди выляса илчĕ, чемпион пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăна Патăрьел ял тăрăхĕн, виççĕмĕшне Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн çамрăкĕсем йышăнчĕç.
Çакăн пек ăмăртусем ирттерни ял тăрăхĕшĕн те, унта пурăнакансемшĕн те питĕ пархатарлă. Нумаях пулмасть Турханта спорт мастерĕн кандидатне И. Рыбкина тата унăн вĕренекенĕ пулнă СССР спорт мастерне Н. Петрова хисеплесе мероприятисем пулчĕç. Аслă Арапуçĕнче Чечен вăрçинчен аманса килсе вилнĕ Ю. Ендеева асăнса йĕркеленĕ турнир та пысăк шайра иртрĕ. Ял тăрăхĕнчи, районти паллă çынсене асра тытнине пархатарлă ĕç тесе калас килет. Анчах çакăн пек ăмăртусене ял тăрăхĕсенче ирттерес тесен ял администрацийĕнче яваплă çынсем кирлĕ. Ертỹçĕсем е вĕсен çумĕсем тăрăшнипе çеç çỹллĕ шайра пулаймаççĕ.
В. БОРОДКИН, спорт ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)