Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри тĕрлет, тепри купăс калать

08 ноября 2014 г.

 Каннă вăхăтра паллах. Ытти чухне алла ĕç тытса ларма ерçейместĕн те. Çу каçипех пахчара тăрмашмалла. Хĕл каçмалăх çимĕç çитĕнтермелле. Чăххи-чĕппи, çамрăк выльăхĕ те пулатех. Вĕсене пăхмалла. Çурт умĕнчи çеçкесем те ĕç аллине кĕтеççĕ. Вăхăтра кăпкалатмалла, вăхăтра шăвармалла вĕсене. Унсăрăн пĕри сỹнсе тепри çеçкене лараймаççех. Ум илемĕ-çке. Ĕç _ пурнăç тыткăчи. Ал ĕçĕ вара _ чун йăпатмăшĕ. Шухăш пĕтĕмпех унта куçать. Тĕрленĕ чухне пушшех те. Пĕр тĕсе тепринпе улăштармалла, куçĕсене шутласа пымалла тата ытти те. Юлашки вăхăтра Первомайскинчи В. Ендеева вĕтĕ шăрçапа тĕрлесси çине куçрĕ. Ĕçĕ паха пулать. Нихăçан та хăйĕн хакне çухатмасть. Ỹкерчĕксем чĕррĕн курăнаççĕ.

_ Ятарласа Шупашкара кайса кăмăла каякан ỹкеркĕçсене суйласа илсе килтĕм-ха. Хакĕсем те пур. Пĕри-пĕри 1600-2000 тенкĕ тăраççĕ. Унсăр пуçне рамисем кирлĕ. Вĕсем те хакне кура. Ылтăн тĕспе сăрланисем тĕрре çутатсах яраççĕ,_ тет Валентина Степановна.

Хуйха-суйха пусарас тесех çак ĕçе кỹлĕннĕ хĕрарăм. Пурнăçри 34 числоран хăрамаллипех хăрать вăл. Ашшĕ, тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине тухса кайнăскер, шăпах çак çула çитсен икĕ ачине тăлăха хăварнă. Шăллĕн кун-çулĕ те 34 татăлнă. Чечняра темиçе хутчен пулнă Юрий ывăлĕн пурнăçĕ те вăрăма кайман. Кăлкан тĕс çапмалăх пурах çав Валентина Степановнан пуçне.

_ Юрать анне çирĕп хĕрарăм пулчĕ. Куççулĕ те чулланнăччĕ. Ăна пула эпĕ те çавнашкала çаврăнса пыратăп пулас. Хĕнне-хурне парăнмасăр анне 100 çула кайсан вилчĕ,_ тет В. Ендеева.

Ячĕсем пĕрин те манăçмаççĕ çут тĕнчерен уйрăлнисен. Ашшĕн _ ылтăн тĕслĕ шывпах çырăннă. Ывăлне асра тытса çулленех хоккейла выляса турнир ирттереççĕ. Анчах чĕрĕ юлнисен пурăнмалла-çке. Çавăнпа та йăпанăçа тĕрĕре тупнă В. Ендеева. Малтанласа чечек çыххисене пир çине куçарнă вăл. Уçланкăри, вăрманти илемлĕхе чĕрĕ сăн кĕртнĕ. Каярахпа кăткăсраххисене суйласа илнĕ. Паян вара кирек хăшне те тĕрлеме пултарать. Вăл тунă алă ĕçĕсем миçе киле çитмен-ши тата!

8 класс хыççăн фермăра ĕçлеме пуçăннă пĕве кĕнĕ хĕр. Ун чухне дояркăсем унти общежитинчех çĕр каçнă. Çĕрле ĕнесем пăруласан тухса пăхма ансат. Сăвăма та ытла та ир пуçăннă. Хĕл кунĕсенче тăман витĕр юр ашса çỹресси çук. Каçсерен вара алă ĕçĕ тунă. Унта вырткаланă чухне Валя та алла тĕрĕ тытнă. Минтер пичĕсем, сĕтел çивиттийĕсем, тур ум çаккисем ăсталанă. Качча тухнă чухне çĕнĕ çын япалисене курма сахалăн пыман-çке. Çемьеллĕ пурнăç вара алă ĕçĕ çинчен вăхăтлăха мантарнă. Каярахпа тепĕр хут таврăннă ун патне Валентина Степановна.

Кĕрлĕ-çурлă, йĕпе-сапаллă çанталăкра ураран атă кайман. Çăмăлрах ĕçе куçма шутланă вăл. Больницăна санитаркăна вырнаçнă. Унта ĕçленĕ чухне тантăшĕсемпе сиплевçĕсене кỹнĕ парнисем те паянхи кун вĕсен çурчĕсене илем кỹреççĕ.

Мăшăрĕн, Иван Федоровичăн, йăпанăçĕ хут купăсра вара. Кĕвĕ çеммине хăй тĕллĕн кăларма вĕреннĕскерĕн паян пурте вырăнлă тухать. Ялти культура çуртĕнчи концертсем унсăрăн сайра иртеççĕ. Пĕлмен юрă çук купăсçăн. "Янра, хут купăс!" конкурса хутшăнать çеç мар И. Ендеев, ăна йĕркелеме те пулăшать. Кỹршĕллĕ Каншел, Пỹртлĕ, Сител ялĕсенчи культура çурчĕсен сцени çинче сахал мар пулнă вăл.

Тĕп ĕçĕ техника çỹретессипе çыхăннă унăн. Первомайскинчи МТСра, АТПра хăватлă тракторсемпе ĕçленĕ. Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн механикре, автомеханикре ĕçленĕ.

_ Хут купăс патне туртăнасси ачаранах пулнă манăн. Тата тепĕр хавхалантару та пулчĕ. Пĕр 30 çул каялла колхоз мана конкурсра çĕнтернĕшĕн хут купăс парса хавхалантарчĕ. Ăна усăсăр вырттарас килместех. Çавăн хыççăн хăй тĕллĕн вĕреннĕ пĕр 20 хут купăсçа пуçтартăм пулас. Конкурссем ирттерсех тăратпăр. Пирĕн пултарулăха районта та хакларĕç. Иккĕмĕш вырăн тухнăччĕ. Баянпа выляма та ỹркенместĕп,_ тет ыйтусем çине хуравласа И. Ендеев.

Тепĕр çыннăн пултарулăхĕ пур-и е çук, сцена çине тухма ỹркенмест. Иван Федорович вĕсен йышши мар. Пур ăсталăха пытарса пурăнать.

Ĕçкĕ-çикĕре вара хăна юрă-ташăсăр лармастех.

_ Культура ĕçченĕсем те правур пирĕн. Мероприятисем ирттерме ỹркенсех каймаççĕ. Кĕрхи сезона та çаплах уçрĕç. Хăйсем те пултаруллă, ыттисене те явăçтараççĕ. Ку енĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Секретов та вĕсен шухăшне "вуласах" тăрать.

Кану çурчĕсене хăтлă сăн кĕртес ĕçре унăн тỹпи те пурах,_ тет Иван Федорович. Иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура Ендеевсем. Вăхăта усăсăр ирттермеççĕ. Кăмпана та çỹреççĕ. Утă çулма ỹркенмеççĕ. Ĕни çулленех йĕкĕр пăрусем туса савăнтарать. 3 ачин 4 мăнукĕ çитĕнет вĕсен. Вĕсемпе савăнаççĕ. Ватлăхра кунтан ытла мĕн кирлĕ тата.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика