Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Донор сăваплă ĕç тăвать

01 ноября 2014 г.

 Первомайскинчи участок больницинче ирпе-ирех халăх нихçанхинчен йышлă хĕвĕшрĕ. Вĕсем хушшинче арçыннипе хĕрарăмĕ çеç мар, çамрăксем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те пур. Акă, Ишлĕ ял тăрăхĕнчен килекен васкавлă пулăшу машини сиплев учрежденийĕ умне килсе чарăнчĕ. Ытларах вара _ ача амăшĕсем. Сывă та тĕреклĕ арçыннисем чылайăшĕ шапашра-мĕн. Çак ушкăнти чи-чи çамрăк донор _ Алена Артемьева. Вун тăхăр çулти чиперкке шухăшĕпе çирĕп: "Хамăн анне пек хисеплĕ донор пулас килет".

Юн паракансен пỹлĕмĕ умĕнчех тепĕр пысăк ушкăн тăрать. Кусем _ Пăлапуç Пашьелсем. Юнашарах вара Первомайски çыннисем Л. Верликова медицина сестрине хăйсен ят-шывне, паспорт çинчи кăтартусене çыртараççĕ. Черетре тăрăкан хăш-пĕр донорсемпе çывăхрах паллашрĕм. Вĕсенчен пĕри Первомайски ял тăрăх депутачĕ, "Шуçăм" халăх ансамблĕн ертỹçи В. Фролов пулчĕ.

_ Çак сăваплă ĕçе эпĕ хамăн гражданла тивĕç тесе шутлатăп. Эпир паракан юн йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çынсен пурнăçне çăлса хăварма кайтăр. Вĕсем вара пирĕн кулленхи пурнăçра çителĕклех. Аваринче çеç мĕн чухлĕ çыннăн пурнăçĕ татăлать! Вăл шутра ачасем пулни тата пăшăрхантарать. Çакăн хыççăн эпĕ хама пĕрре те йывăр туймастăп. Ун вырăнне организмри юн çĕнелни, вăй-хăват хушăнни хамăршăнах лайăх,_ терĕ Валерий Васильевич лăпкăн çеç. Сăмах май каласан, культура ĕçченĕн "Раççей хисеплĕ донорĕ" ята илесси нумай та юлман. 1975 çултанпа çак пархатарлă акцие хутшăнать хастар.

Донор кунне хăйсен ялĕнче йĕркеленĕрен-тĕр, Первомайскисем участок больницине суйлава килнĕ пекех пĕрин хыççăн тепри утрĕç. Ĕмĕрĕпе токарьте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă И. Киргизов та хăйĕнпе паллаштарма кăмăл турĕ. Иван Михайловичăн аллинче те донорăн хĕрлĕ кĕнеки. Шел, вăл çак тивĕçе каярах пуçланă, октябрĕн 23-мĕшĕнче шурă халатлисенчен вуннăмĕш хут кĕнеки çине пичет ларттарса тухрĕ. "Сывлăх пулсан _ малашĕ-ха..." _ шỹтлерĕ пенсионер.

Çанталăк тăруках сивĕтсе янине пăхмасăр çак кунхине донор пунктне çĕре яхăн çын хăйсен ирĕкĕпе килсе 200-шер грамм юн пачĕç. Канашри станцинчен килнĕ специалистсемпе участок больницин медицина сестрисем кашни çанна кăмăлтан йышăнчĕç, хăйсене йывăртарах туякансене пулăшу пачĕç. Сăваплă ĕç тунă хыççăн техĕмлĕ чей вара кашни донора вăй хушрĕ.

А. ЕГОРОВа

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика