22 октября 2014 г.
Кĕрхи кун кĕлтеллĕ, теççĕ. Тĕрĕсех çав ку сăмахсем. Хирсем халь пушаннă, анчах кĕлетсенчи пỹлме тулли тыр-пула курсан чун савăнать.
_ Кăçал пирĕншĕн, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ăнăçлăрах пулчĕ. Акнă-лартнисене пухса кĕртме çанталăкĕ те кунне пачĕ. Пирĕн тăрăхра пĕрчĕллĕ культурăсене ярăнса кăна ỹсме çумăрĕ те вăхăтра çĕре шỹтерсех çурĕ. Çавна май 500 гектар йышăннă тĕш тырă аван çитĕнчĕ. Тырă пĕр гектартан кĕлет виçипе 31,2 центнер тухрĕ. Халь шăпах тыр-пула сортлассипе тăрăшатпăр. 160 тонна урпа, сĕлĕ _ 57, тулă _ 140, пăрçа 40 тонна алласа тасатмалла. Кунне 4-5 тоннăран кая мар сортировка машини витĕр кăларатпăр.
В. Антонов, Н. Антонова, Р. Кудряшова, М. Тракова, О. Ларева, Т. Шавикова ку ĕçе çулленех хастар хутшăнаççĕ. Тухăç лайăх пултăр тесен вăрлăх патне тимлĕх ытларах уйăрмалла, _ тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне "Малалла" ял хуçалăх артелĕнче чылай çул агрономра тăрăшакан Н. Лукин.
Хуçалăх вăрлăхпа ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри пулнă май, тухăç никĕсне çĕнетсех тăраççĕ. Çуркунне Çĕрпỹри опыт станцийĕнчен тата Мускавран урпа илсе килнĕ. Питĕртен пĕлтĕр çĕр улми туяннă. "Иккĕмĕш çăкăр" кăçал 80 гектарта çитĕннĕ. Унăн тухăçĕ гектартан 125 центнерпа танлашнă. Тымар çимĕçе хиртенех Мускава, Саратова тата ытти пысăк хуласене ăсатнă.
Çĕр вăл ачаш ача пекех _ хăйне пăхнине, хисепленине юратать. Пулăхлăхне çухатнă тăпраран усси сахалраххине "Малалла" артельте яланах асра тытаççĕ. Çавăнпах вăхăтран-вăхăта хирсене тĕрĕслеттереççĕ. Минераллă удобрени хывнисĕр пуçне йỹçĕклĕрех лаптăксене акшар чулĕ тата кали сапсах тăраççĕ.
Хуçалăхра кĕрхи культурăсене 150 гектар акса хăварнă. Вăрлăха Турă аллине панă хыççăнах çумăр çунăран вăл чăшăл! кăна шăтса тухнă. Хирсене çитес çула валли сухаласа хăварнăран сип-симĕс ларакан кĕрхисем аякранах курăнаççĕ. Тĕрĕс-тĕкел çеç хĕл каçчăр ĕнтĕ.
Хирсем пушаннă май ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансене те тырă пама пикеннĕ. Трактористсене, комбайнерсене вара, килĕшỹ тăрăх, тỹлевсĕр те тивет.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)