11 октября 2014 г.
Тĕнче класлă СССР спорт мастерĕн, хăвăрт утас енĕпе тĕнче рекордсменкин пĕчĕк çĕр-шывĕнче _ Первомайскинче _ çулленех Александра Деверинская парнисене çĕнсе илессишĕн кĕркуннехи çăмăл атлетсен кросĕ иртет. Кăçалхине вара ăна пирĕн республикăра çак эрнери "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форума халалларĕç.
Спорт уявне чыслăн уçнă çĕре район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Первомайски ял тăрăхĕн ертỹçи В. Секретов, ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн директорĕ А. Краснов, тĕнче класлă спорт мастерĕ, марафон чупас енĕпе икĕ олимпиадăна хутшăннă А. Майорова, А. Деверинская ĕçтешĕсем _ Шупашкарти коопераци институчĕн воспитани енĕпе ĕçлекен проректорĕ О. Ефремова, физкультурăпа спорт кафедрин заведующийĕ Н. Шашкин, пирĕн ентешсем _ район ентешлĕхĕн ертỹçи, спорт мастерĕ Ф. Краснова, Александра Тимофеевна хăй тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Ăмăртусене шкулсенчи чи лайăх çĕр ытла спортсмен явăçрĕ. Старта ветерансем тăни те паха. Ку хутĕнче те вĕсем командăпах спорта юратнине, сывă пурнăç йĕркине кăмăлланине уççăн çирĕплетрĕç.
Ăмăрту ăмăртăвах çав. Пĕрисем унта çĕнтереççĕ, теприсем финиша каярах кĕреççĕ. Кама мĕнле ăнăçать. Çакă пуринчен паха: ентеш парнишĕн кĕрешĕве тухса чупăва хутшăнни те хăйне кура пысăк чыс. Пьедесталăн пĕрремĕш пусăмĕ çине вара ку хутĕнче 500 метра чупса 5-7 классенчен Первомайскинчи В. Иванова, 1000 метра А. Ермошкин, 8-9 классенчен Нăрваш Шăхалĕнчи А. Тукмаковапа 2000 метра олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренекен К. Карзаков, 10-11-мĕшсенчен Первомайскинчи Н. Никитина, 3000 метра Аслă Чементи А. Семенов хăпарчĕç. 18-39 çулхисем хушшинчче Шупашкарти кооператив институтĕнчи Е. Плотников, 40-49 _ Шăхачри П. Макаров, 50-59 _ Хурама Тварти Т. Давыдов, хĕрарăмсенчен олимп резервĕсен шкулĕнчи И. Петрова, Нăрваш Шăхалĕнчи П. Лаврентьевапа М. Николаева, 60 çултан аслăраххисенчен Г. Федоров çĕнтерчĕç.
Ял тăрăхĕсем хушшинче Нăрваш Шăхальсем чи хастаррисем пулчĕç. Шкулсенчен Первомайскисене хăваласа çитеймерĕç.
Мала тухнисем дипломсемпе медальсене тивĕçрĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)