09 августа 2014 г.
ÇАК кунсенче Первомайскинчи чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей ертсе пынипе районти тĕрлĕ ялтан пуçтарăннă Турра ĕненекенсем чун ыйтнипе инçе çула _ Санкт-Петербурга çитсе килнĕ. Поломниксен ушкăнĕ пĕчĕкех те мар: 46 çын. Вĕсем хушшинче чи кĕçĕнни - Диана. Вăл 3 çулта çеç. Чи асли вара Туçари Н. Остряков пулнă. Шурсухал тăххăрмĕш теçеткере пырать пулин те, пысăк çул-çỹреве тухма ỹркенмен.
Çула тухакансем пысăк хулари çветуй вырăнсенче, Кронштадри тинĕсре путса вилнисене асăнса лартнă соборта, Эрмитажра тата ытти çĕрте те пулнă.
Çул-çỹрев пурин кăмăлне те кайнă. Сăмах май каласан, çакнашкал ушкăн кăçалхипе виççĕмĕш хут çула пуçтарăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)