06 августа 2014 г.
КĔÇĔН Арапуç ял çумĕпе "Шурутка" ("Шурут çырми" теççĕ ăна кунта пурăнакансем) юхса выртать. Тĕрĕсрех каласан, юхнă темелле пуль ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче çак çырма типсех ларнă. Кĕçĕн Арапуçсем пĕлтернĕ тăрăх, кĕтĕве тапăра тăратсан, ĕнесем валли шыв ĕçме те çук. Çавна пулах вĕсем сахал сĕт антарма тытăннă.
"Авангард" хаçат кун пирки Аслă Арапуçсен ырă тĕслĕхне çырса кăтартнăччĕ. Кĕçĕн Арапуçсем те кỹршисем пек ниме йĕркелесе пĕве тума шутланă. Пĕр кунхине ялти 156 килтен 133-шĕ тỹрех çак ĕçе кар тăнă, мишуксем çине хăйăр тултарса çырмана "çăвахласа" та хунă. Халĕ Кĕçĕн Арапуçсем те ĕнисем сĕт нумай антарасса шанаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)