02 августа 2014 г.
Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнине хаçатра пĕлтернĕччĕ. Кашни çынра тĕрлĕрен шухăш çуратрĕ-тĕр çак пĕлтерĕшлĕ тĕл пулу. Вулакансене вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллаштаратпăр.
Михаил Петров, район пуçлăхĕ, "Малалла" ял хуçалăх эртелĕн тата "Первомайск" ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи:
_ Чăваш Ен элтеперĕ Раççей Президенчĕпе çак шайра тĕл пулса калаçни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Михаил Игнатьев республика мĕнлерех аталанса пынине, регионра еплерех йывăрлăхсем, çав шутрах социаллă ыйтусем пуррине те каласа кăтартрĕ. Ял хуçалăх продукцине туса илес енĕпе кăшт чăрмавсем пулнине те пытармарĕ. Çанталăк условийĕсене пула тухăç малтан палăртнинчен сахалрах тухĕ. Çапах та патшалăх ял хуçалăхне пулăшма тăрăшнине, çав вăхăтрах хамăрăн та çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Ку шухăш та кăмăла кайрĕ. Юлашкинчен Михаил Игнатьев нумай нациллĕ Чăваш Енре тĕрлĕ халăх килĕштерсе пурăннине пĕлтерсен, Владимир Путин республикăри лару-тăрупа кăмăллă пулнине систерчĕ, пуриншĕн те килĕшсе "Аван" тесе хак пачĕ.
Людмила Юркина, Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхĕ:
_ Тĕл пулăва тимлĕн пăхса, итлесе лартăм. Президентсем хăйсене мĕнле тытнинчен, лăпкă те тỹлек калаçнинченех Владимир Путин пирĕн республика ертỹçин ĕç-хĕлне ырланине, ăна шаннине, пурнăçланă ĕç-хĕлпе кăмăллă пулнине çирĕплетрĕ. Чăваш Енре ырă динамика сыхланса пынипе, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне лайăхлатмалли ытти программăсем те лайăх ĕçленипе Раççей ертỹçи кăмăллă.
Чăваш Енĕн пысăк çитĕнĕвĕсенчен пĕри _ 2012 çултан пуçласа демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнни. Ку ырă хыпара та Владимир Путин кăмăллăн итлерĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)