26 января 2013 г.
Тăван тавралăха сыхламалли çулталăка уçнă май Первомайскинчи вăтам шкулта мероприятисен ятарлă планне çирĕплетрĕç. Унпа килĕшÿллĕн стенд хатĕрленĕ. “Экоазбука”, “Вăрман этики”, “Чăваш Республикинчи çут çанталăка сыхламалли лаптăксем”, “Раççей Федерацийĕн Хĕрлĕ кĕнеки”, “Йăлари çÿп-çап çĕр çинче хăçанччен выртать-ши;” пайсем ачасене ытларах кăсăклантарчĕç.
Кĕçĕн классенче вĕренекенсем çулталăка уçса викторина ирттерчĕç. Мероприяти вăхăтĕнче вĕсем çут çанталăк вăрттăнлăхĕсене те пĕлчĕç, хăйсене унта мĕнле тытмаллине тепĕр хут аса илчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)