Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕ шыв чуна уçать!

23 января 2013 г.

           Кăрлачăн 19-мĕшĕ – Христос тĕнне ĕненекенсен чи авалхи уявĕсенчен пĕри. «Кăшарни», «кăш эрни», “Шерни”, «кайăк эрни» тенинчен пулса кайнă-мĕн. Ку эрнере яш-кĕрĕм хаваслă вăйăсем ирттерет, ача-пăча вĕçен кайăксене сивĕре шăнса вилесрен апат-çимĕç хурса парать. Шерни кĕлли, юрри, сăмахĕ вĕçен-кайăкпа, çунатлă кайăк-кĕшĕкпе çыхăннă, теççĕ. Çак йăла-йĕркепе пĕрлех Кăшарнире хĕллехи шартлама сивĕ куна пăхмасăр вак касса шыва кĕрсе тасалаççĕ.

           Юлашки çулсенче çакнашкал ырă йăла Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вăй илсех пырать. Уяв умĕн ял тăрăхĕсенче хĕресле вакă касса анса шыва кĕме меслетлеççĕ. Кăшарни каçхинех (çур çĕр иртсен) хастарсем унта чÿхенсе тухаççĕ. Ирпе-ирех халăх пушшех йышлă пуçтарăнать: ватти-вĕтти те, вăй питти те, ача амăшĕсем те... Сăмах май, кăçал çак уяв районти ял тăрăхĕсенче тата анлăрах иртрĕ. Мĕн пурĕ вунă вырăнта ваксем хатĕрленĕ. Аслă Чемен ял тăрă-хĕнче вара харăсах икĕ çĕрте те. Пĕлтĕр районти сакăр поселенинче, виçĕм çул çич-чĕшĕнче, ун умĕн пиллĕкĕ-шĕнче çеç Кăшарни уявĕнче халăх пĕрле пуçтарăнса савăнма пултарнă. Маларах вара ăна Первомайскисем пуçласа янă. Кăçал та çак ял тăрăхне кĕрекен Сител кÿллинче шыва кĕме хапăл тăвакансем йышлă пулнă. Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округĕн благочиннăйĕ Сергий протоиерей служба ирттерсе кăшарни шывĕн пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантарнă хыççăн вак каснă вырăна сăвапланă, пурне те шыва кĕрсе тасалма пил панă. Ун хыççăн вара вăл хăй чÿхенсе тухнă. Чиркÿ настоятелĕн ырă тĕслĕхĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, район администрацийĕн ытти ĕçченĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, çамрăксем, ача амăшĕсем вакăра чăмса тухнă. Юлашкинчен вара пулă шÿрпи çисе тата пылпа техĕмлĕ чей ĕçсе вăй хушнă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика