Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирте кашлатăр тырă, Тăри юрлатăр юрă…

07 июня 2014 г.

Пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем çур акине вăхăтра тата кĕске тапхăрта вĕçлерĕç. Кăçал районта 14163 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 1705 гектар çĕр улми, ытти çимĕçсем акса-лартса хăварнă. Чылай хуçалăхра вăрлăхсене имçамласа никĕсе хыврĕç. Çавăн пекех минераллă удобренисем сапма та вăй çитерчĕç. Çанталăк ытлашши шăрăхлатса кайиччен çум курăкран тата чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран хими препарачĕсемпе пĕрĕхтерчĕç. Çурхи нỹрпе вăй илсе тухнă калчасен ярăнса ỹсме пур услови те пур темелле. Анчах çỹлелле кармашма çумăр çукки чăрмантарать. Шывшăн тунсăхланăран çĕрĕн пахалăхлă сийĕ те çуркаланса пĕтнĕ. Çакă Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуллен иртекен уй-хир тĕрĕслевне хутшăннă кашни çыннах _ район пуçлăхне, "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхĕсен ертỹçине М. Петрова, район администраци пуçлăхне Н. Глухова, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатне П. Никифорова, райадминистрацин специалисчĕсене, ял тăрăх пуçлăхĕсене, ял хуçалăх ертỹçисене, агрономсене тата ытти специалистсене _ ыйту пăшăрхантарни палăрчĕ. Çỹлти пỹлĕхçĕ памасан Патăрьелсене кăçал çăмăлах килмест. Çапах хăш-пĕр хуçалăхра йывăрлăхран тухмалли майсем шыраса тупнă: шывпа пĕрĕхтерсе сапмалли агрегатсене хута янă.

Акă, "Корма" агрофирмăра сухан вăрлăхĕ тата çĕр улми уйĕсене черетлесе йĕпетеççĕ. Сирпĕтекен система мĕнле ĕçленине хирсене пăхма тухнисем хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç. Çĕнĕ Ахпỹртри Е. Мартышкин фермер та тумламлă шăварупа усă курать. 60 çухрăма тăсăлакан "пыршăсем" 5 гектар çевока пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн нỹр парса тăраççĕ. Евгений Михайлович ку мелпе иккĕмĕш çул ĕçлет. Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче те çамрăк хунавсене тата çĕр çырлисене вăй илсе кайма çак меслетпех пулăшаççĕ. Сăмах май, çĕнĕлĕхе пурнăçа пĕрремĕш хут кĕртекенни те питомниках пулнăччĕ.

Юлашки çулсенче хирсем çум курăкран тасалса пынине палăртма кăмăллă. "Батыревский" пĕрлешỹре кăçал та уйсем куçа илĕртеççĕ. Вĕсем таса, тирпейлĕ. Кăшăл кăна шăтса тухнă калчасем çил вĕрмессерен хумханса илеççĕ. Пĕрлешỹ çĕр улми туса илессипе те аван ĕçлет. Унăн лаптăкĕ _ районта чи пысăкки. Умлăн-хыçлăн пыракан 3 трактор ир-ирех "иккĕмĕш çăкăр" йăранĕсене хăпартма тухнă.

Улма-çырла питомникĕн, "Исток", "Малалла", "Первомайск", "Труд", "Красное знамя", "Звезда" хуçалăхсен те анисене пăхса ытармалла мар. Агротехникăна, пусă çаврăнăшне пăхăнни тỹрех сисĕнет.

Тепĕр чарăну "Исток" агрофирмăн тырă, нумай çул ỹсекен курăксем тата сахăр кăшманĕ ỹсекен вырăнта пулчĕ. Культурăсем пурте аван шăтса тухнă. 300 гектарта çитĕнекен тымар çимĕçе тата ыттисене те гербицид сапнă. Хуçалăх ертỹçине А. Илюткина халăха çĕр пайĕсене ăçта килнĕ унта пани пăшăрхантарать.

Акă, çурхисем çитĕнекен уйрах уйрăм çынна лаптăкпа тивĕçтернĕ. Мĕнле сухаласа акмалла кунта? Пĕрремĕшĕ _ хăватлă техникăпа ĕçлеме йывăрланать; иккĕмĕшĕ _ ỹсен-тăран чир-чĕрпе чирлес хăрушлăх пысăк. 2-3 çул усă курнă хыççăн пайĕсене пăрахакансем те çителĕклех. Кун пек чухне хыт-хура ашкăрса каясси те куç кĕретех. "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи П. Никифоров та асăннă проблемăна çивĕчлетрĕ. Ака вĕçленчĕ. Пĕрлех тепĕр яваплă тапхăр пуçланчĕ: хĕле валли выльăх апачĕ хатĕрлесси. "Звезда" ял хуçалăх кооперативĕнче техника хире тухма хатĕр _ юсаса тирпейлесе лартнă. Нумай çул ỹсекен курăксенчен сенаж хума палăртнă.

Ĕнесене çуллахи лагере кăларнине, пушаннă витесене юсаса дезинфекцилеме пикеннине пĕлтерчĕ В. Щукина зоотехник. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов Анат Туçасенчен ыттисен те тĕслĕх илмеллине, выльăх çимине лабораторинче тĕрĕслеттермеллине асăнчĕ. "Красное знамя" кооперативра та çак темăнах малалла тăсрĕç. Сăкăтсем сенаж янтăлама пуçланă та ĕнтĕ.

_ Ĕнесен сĕт антараслăхĕ апатран нумай килнине пурте пĕлетпĕр. Пахалăхлине çитерсен кăна сăвăм та лайăхланать, çу хисепĕ те ỹсет, _ терĕ Ю. Чернов зоотехник.

Çанталăк малалла та шăрăх тăрсан курăксем кирлĕ пек ỹсейманни каламасăрах паллă. Хĕл хырăмĕ вара аслă. Çавăнпа та апат хатĕрлесси патне тимлĕх тата та ытларах уйăрмаллине палăртрĕ район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов.

Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ И. Васильев комбайнсене хатĕррисен ретне лартма вăхăт çитнине, техника хăрушсăрлăхне пăхăнмаллине аса илтерчĕ.

Районта сухан-çевок туса илме пуçлаканнисем Туçасем пулнă. Халь ăна "Тойсинская" агрофирма та, уйрăм çынсем те çитĕнтереççĕ. Йăрансене çум курăкран хими препарачĕсемпе те пĕрĕхтереççĕ, алăпа та çумлаççĕ. Анасем таса, анчах çумăр çукран вăй илсе каяймаççĕ.

"Труд" хуçалăхра юлашки çулсенче горчицăпа викăна хутăштарса акаççĕ. Çакă пăрçа йышши культурăна çĕр çине ỹкесрен сыхлать. Кăçал та çакăн пек 140 гектар никĕсе хывнă. Тухăçа пĕрлех пуçтарса кĕртеççĕ, кайран кăна уйăраççĕ. Хатĕр продукцие ют регионсенченех килсе илеççĕ.

Тухăçăн 50 проценчĕ вăрлăх пахалăхĕнчен килнине палăртаççĕ агрономсем. "Малалла" ял хуçалăх эртелĕ вăрлăх туса илессипе ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри пулнă май, ăна çĕнетсех тăрать. Пĕрчĕллĕ культурăсем пурте _ элита е суперэлита. Çĕр улминне те лайăхлатнă. Пахалăхлă вăрлăха районти ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем туянаççĕ. Республикăн ытти кĕтесĕнчен килекенсем те пур.

"Чувашский" учрежденин агрохимикĕ С. Шалтынов пĕрчĕллĕ культурăсене акнă чухне хутăш удобренисемпе усă курсан аванраххи, тислĕке хире тăкасси пирки чарăнса тăчĕ. Россельхозцентрăн районти уйрăмĕн начальникĕ О. Глухов вăрлăхсене тĕрĕслеттермелли, кĕлетсене çĕнĕ тырра кĕртме дезинфекцилемелли пирки сăмах хускатрĕ.

Лайăххипе пĕрлех канăçсăралантараканнисем те пур. Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ Ю. Самарин пушă çĕрсем пурри, нумай çул ỹсекен курăксем ватăлса кайни пирки каларĕ. "Хастар" хуçалăхра та лару-тăру савăнтармасть. Хальхи вăхăтра кооператива вăхăтлăха В. Косойкин ертсе пырать. Кăçал кунта вăй çитерсе ака ирттернĕ, анчах малалла тăрăшма укçа-тенкĕпе йывăр. Халăх çĕре пушă вырттарма юраманнине ăнланни кăна малалла вăй хума хавхалантарать. Уй-хир тĕрĕслевĕнче кадр ыйтăвĕ те çĕкленчĕ. Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕ механизаторсене хатĕрлет. Çамрăксем сухалама, акма учрежденин çĕрĕ çинчех вĕренеççĕ. Пулас трактористсем çурхи культурăсене хăйсемех никĕсе хывнă. Çавăн пекех техникум район центрĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулпа та тачă çыхăну тытать, унта вĕренекенсене професси суйласа илме пулăшать. Çакăн çинчен пĕлтерчĕ В. Спиридонов директор.

Юлашки чарăну "Первомайск" ял хуçалăх предприятийĕнче пулчĕ. Хуçалăхра пусă çаврăнăшне яланах пăхăнаççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксем те кунта пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Çавăнпах акнă-лартнă культурăсем аван çитĕнеççĕ. Пăрçа анинчен куç каймасть: çĕр çумĕнчен шит ытла хăпарнă калчасем пикенсех çỹлелле кармашаççĕ. Çумăр çусан тухăç пулатех.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ А. Майрушкин çур аки кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ, пăрçа йышши культурăсен лаптăкне малашне тата та ытларах ỹстерме сĕнчĕ.

Уй-хир тĕрĕслевне район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов тата унăн çумĕ М. Калмыков пĕтĕмлетрĕç. Асăрханă çитменлĕхсене пĕтерме, акнă-лартнине тĕрĕс-тĕкел пуçтарса кĕртме ырă сунчĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика