31 мая 2014 г.
Çамрăклăхра _ вăй, пултарулăх, малашлăх. Первомайскинчи Çамрăксен канашĕн пурнăçĕпе паллашнă май çакна çирĕплетсех калама пулать. Чăннипех те маттур та пултаруллă хĕрсемпе каччăсем ĕçлеççĕ кунта. Вĕсем район, республика шайĕнчи конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртессишĕн тăрăшаççĕ.
Аслă Арапуçĕнчи Çамрăксен канашĕ 2007 çулта йĕркеленнĕ. Вăл 35 çул тултарман яшсемпе хĕрсене пĕрлештерет. Паяна унта 12-ĕн тăраççĕ. Шутĕнче тухтăр та, студент та, библиотекарь те, ял тăрăх специалисчĕ те... пур. Йыш пысăках пулмасан та пур çĕре те ĕлкĕреççĕ, пĕр-пĕрне хавхалантарса тăраççĕ. Килĕштерсе вăй хунăранах çитĕнỹсем те пур. Нумай пулмасть çеç Первомайскинче мини-футболла выляссипе ăмăрту иртнĕ. Вырăнти, Пикшик ял тăрăхĕнчи, районти тĕп больницăри тата вĕрентỹ пайĕнчи çамрăксем пĕр-пĕринпе тупăшнă. Хуçасем вара пуринчен те вăйлăрах пулнă. Çавăн пекех "Чи лайăх çамрăксен канашĕ" конкурсра та Первомайскисемех район чысне республика шайĕнче хỹтĕленĕ. Вĕсен Çамрăксен канашĕн гимне çырма, тĕрлĕ тренинг витĕр тухма тивнĕ. Çухалса кайман пирĕн район хĕрĕсемпе каччисем, хăйсен пултарулăхне туллин кăтартнă, республика шайĕнче призлă вырăн çĕнсе илнĕ.
Чăваш Ен Çамрăкĕсен канашĕн эмблеми çукчĕ. Ăна палăртас тĕллевпе конкурс йĕркеленĕччĕ. Малтан вăл районта иртрĕ. Çамрăксен канашĕн членĕ Т. Степанова унта хутшăнса иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Канашра тăракансем пурте тенĕ пекех "йăва" çавăрнă. Анчах çакă вĕсене обществăлла мероприятисене хутшăнма чăрмантармасть. Патăрьелĕнчи культурăпа кану çуртĕнче çамрăк мăшăрсем хушшинче йĕркелекен конкурса çулленех хутшăнаççĕ. Е. Шашкина, Т. Степанова, С. Молочников çемйисем чăннипех те пур енлĕ пултаруллине куракансем те лайăх пĕлеççĕ.
_ Çамрăксен канашне Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕ В. Секретов нумай хавхалантарать, райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн методисчĕ А. Антонова вара мероприятисем йĕркелеме пулăшать. Çавăн пекех предпринимательлĕхре нумай пулмасть кăна вăй хума пуçăннисен те ăнланулăхĕ пысăк: пире пĕр-пĕр конкурса е спорт ăмăртăвне хутшăнма укçа-тенкĕпе е транспортпа пулăшаççĕ. Ял тăрăхĕнчи яш-кĕрĕм хастарлăхĕ, хирĕçлеменни малалла тата тăрăшарах ĕçлеме хистет, _ тет Е. Шашкина председатель .
Çут çанталăка упраса хăварасси те çамрăксен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ Первомайски ял тăрăхĕнчи хĕрсемпе каччăсем. Вĕсем пĕлтĕр Сител кỹлли тавра пилешсем лартнă. Çак кунсенче вара Сител, Аслă Арапуç, Пỹртлĕ чиккисенче вырнаçнă çăл куçа тасатнă, карта тытнă. Иртен-çỹрен ăш хыпсан таса та сивĕ шыв ĕçсе чунне кантарма пултарĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)