24 мая 2014 г.
Первомайски ял тăрăхĕнче Культура çулталăкĕнче концертсем хатĕрленипе е вĕсене пăхнипе çеç çырлахмаççĕ, тавралăха илем кỹмелли экологи субботникĕсем те час-часах йĕркелеççĕ. Çак кунсенче çеç администраципе культура ĕçченĕсем Первомайскипе Сител ялĕсем чикĕленнĕ вырăнти çăл куçа тасатса бетон пăрăх вырнаçтарнă, ăна йывăç карта тытса çавăрнă, имлĕ шыв ĕçнĕ хыççăн ларса канма капăр сакне те туса хунă. Малашне кунта ял халăхĕ çеç мар, иртен-çỹрен те чарăнса шăрăхра ăшне кантарма пултарать. Пурин те пĕр йĕркене çеç пăхăнмалла: çĕмĕрмелле, вараламалла мар!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)