06 мая 2014 г.
Юмах тĕнчи _ чи илĕртỹлли те асамли. Унта çеç пур çĕрте те тĕрĕслĕх хуçаланать. Усалпа ырăлăх хушшинче яланах лайăххи çĕнтерет.
Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнчи çитĕнекен ăрупа çак илем çĕр-шывĕнче час-часах пулатпăр. Чăваш, вырăс тата ытти тĕрлĕ халăх пултарулăхĕпе паллаштарма тăрăшатпăр вĕсене. Кĕçĕн ушкăнра çеç пулин те ачасем юмахсене каçса кайсах итлеççĕ. Тепринче хăйсемех вуласа пама ыйтаççĕ.
Юмахсем пĕчĕк туссемшĕн питĕ усăллă тесе шутлатăп. Чăн малтанах вĕсем итлеме, шухăшлама вĕренеççĕ, пурнăç еплерех пулнине, вăл мĕнлерех тытăмран тăнине ăнкарма тăрăшаççĕ.
Халапсемпе паллаштарнин пысăк пĕлтерĕшĕ вăл _ ачасен калаçăвĕпе чĕлхине аталантарни. Сăнанă тăрăх, кĕнекепе туслисем сăмахсене те нумайрах пĕлеççĕ, вĕсене уççăнрах та ăнланмалларах калаççĕ. Ачасен тавра курăмĕ те ыттисенчен анлăрах.
Çавăнпа та эпĕ ашшĕ-амăшне хăйсен тĕпренчĕкĕсене юмах тĕнчине тăтăшрах çавăтса кĕме ыйтасшăн.
Н. ГУСЕВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)