06 мая 2014 г.
ÇАК кунсенче Первомайскинчи культурăпа кану центрĕнче "Çурхи пике _ 2014" шоу-конкурс иртнĕ. Тупăшăва хутшăнма ял тăрăхĕнчи ялсенчен сакăр сарă хĕр хутшăнма кăмăл тунă. Чиперккесем пĕринчен тепри хитре те илĕртỹллĕ, капăр. Ватăсем калашле, кашнинех пĕр кашăк шывпа та çăтса ярăн. Пулас мăшăрсене тата ача амăшĕсене сцена çинче тĕрлĕ енчен пахаланă: юрă-ташă ăсталăхĕ, тумĕ, пулас професси пирки ытарлă ăнлантарни тата ытти те.
Сумлă ята Ю. Сидорова çĕнсе илнĕ. "Вице-Çурхи пике" вара _ А. Федорова. Тỹресем ыттисем валли те килĕшỹллĕ ятсем тупнă: "Çепĕççи", "Кăмăлли", "Хỹхĕмми", "Сăпайли", "Чăнки", "Хавасли".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)