06 мая 2014 г.
ÇУРКУННЕПЕ ĕç уявĕнче кăçал тăватă кун та кантăмăр. Уяр кунсемпе усă курса çĕр ĕçченĕ ака-суха ĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех районта та çине-çинех мероприятисем иртнĕ.
Акă, "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцине хутшăнса район депутачĕсен Пухăвĕ çумĕнчи Çамрăксен парламенчĕ Первомайски ял тăрăхĕнче мини-футбол вăййине йĕркеленĕ. Турнирта вăйă хуçисем çĕнтернĕ.
Пăлапуç Пашьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче вара çу уйăхĕн пĕрремĕш кунне ĕлĕкхиллех савăнса кĕтсе илнĕ. Çак ятпа саламлама вĕсене Ишлĕ артисчĕсем çитнĕ: "Мерчен" ансамбль кỹршĕсене савăк юрă-кĕвĕпе савăнтарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)