26 апреля 2014 г.
Нумай пулмасть православи тĕнне ĕненекенсем хăйсен чи аслă уявне, Мăнкун кунне, паллă турĕç. Мĕн авалтан çак кун тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç янтăланă, çăмарта хĕретсе килен-каяна сăйланă. Аслисем хăйсен ратнисемпе килĕрен-киле çỹресе рет пухнă. Кĕçĕннисем вара ир-ирех тăрса хĕвеле кĕтме тухнă, ял тăрăх кучченеç пухса çỹренĕ.
Аслă Арапуçĕнчи "Шуçăм" ача садĕнче кашни çулах Мăн- куна халалласа уяв ирттереççĕ. Кăçал Христос чĕрĕлнĕ кун юмах лартрĕç, мухтав сăввисем вуларĕç, юрăсем юрласа ташăсем ташларĕç. Юлашкинчен çăмарта шаккассипе паттăррисене палăртрĕç. Уяв питĕ кăсăклă иртрĕ.
Кунта яланхи пекех пĕчĕккисем хăйсен черчен аллисемпе ăсталанă ỹкерчĕксемпе ĕçĕсен выставкине те йĕркеленĕ. Ашшĕ-амăшĕсем тĕпренчĕкĕсен маттурлăхĕпе, пултарулăхĕпе кăмăллă пулчĕç, йĕркелỹçĕсене тав тума та манмарĕç.
Н. ЛАПШИНА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)