26 апреля 2014 г.
ШĂПАХ çак сăлтавпа утнă çынсем Первомайскинчи участок больницине. Донор кунĕ пулассине пĕлсенех Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Первомайск ял тăрăхĕсенчи хастарсем ирпе-ирех сиплев учрежденине çитнĕ. Организмри юн никамăн та ытлашши мар. Инкек-синкек вара пуринпе те пулма пултарать. Уйрăмах аварисенчи синкерлĕх, ачасем, çамрăк çынсем йывăр чирпе нушаланни пăшăрхантарать. Çакна шута илсех-тĕр, кĕске хушăрах 99 пуçаруçă хăйсен ыр кăмăллăх тивĕçне палăртнă. Вĕсем хушшинче опытлă донорсем сахал мар.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)