Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАНМАÇÇĔ ЮРĂНА ЕНТЕШĔСЕМ

15 января 2013 г.

Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç шкулĕнче Юрий Ендеева асăнса волейбол турнирĕ иртнĕ. Шкул дирекцийĕпе вĕрентекенсен ашшĕ-амăшĕн, юлташĕсен, Шупашкарти «Страж» ятарлă тĕллевлĕ пай ĕçченĕсен пуçарăвĕпе ăна 6-мĕш хут йĕркеленĕ.

Çарта десантник пулнă Юрий Иванович каярах тĕп хулари «Страж» ятарлă тĕллевлĕ пайра тăнă. Çичĕ хутчен Чечняра пулнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн нумай наградăна тивĕçнĕ. Анчах чире пула вăл пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. Шкулта вĕреннĕ чухне те, каярахпа та чупас, кĕрешес, йĕлтĕрпе, велосипедпа ярăнас енĕпе, çынлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе палăрнă йĕкĕте манмаççĕ ентешĕсем, спецназовецсем.

Унăн ячĕпе йĕркеленĕ ăмăртăва Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчен йышлă команда хутшăннă. Аслă Арапуç пĕлÿ çурчĕн спорт залĕ яра куна шăв-шавпа тулнă. Хĕрÿ тупăшура Комсомольски салинчи 2-мĕш шкул команди /тренерĕ Юрий Бородков/ çĕнтернĕ.

Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратпа Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Турнира командир çумĕ, Андрей Андреев подполковник ертсе пынипе «Страж» ятарлă тĕллевлĕ пай ĕçченĕсем хутшăннă. Сăмах май, Андрей Иванович Юрий Ендеевăн чи çывăх юлташĕ пулнă. Вăрçа та пĕрлех кĕнĕ вĕсем: Юра - снайпер пулнă, Андрей автоматпа шатăртаттарнă...

«Стражсем» малтан Юрий Ендеевăн вил тăприне /Юрий Ивановича Аслă Арапуç масарне пытарнă/ пуç тайнă. Унтан шкул ачисем волейболла епле вылянине хаклама хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысланă. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ятарлă тĕллевлĕ пай ĕçченĕсем Юра Ендеевăн паттăрлăхĕ çинчен каласа панă. Унтан вăрçă юррисене юрланă. Юрăн ашшĕпе амăшĕ патне те кĕрсе тухнă. «Спецназсен туслăхĕ питĕ çирĕп. Çĕре кĕнĕ кашни тус патнех кайса асăнса килетпĕр. Çакнашкал турнирсем йĕркелени питех вырăнлă тесе шухăшлатăп. Паянхи çамрăксем паттăр, харсăр пулччăр тесе вĕрентес, кăтартас килет. Пурнăçра пирĕн йăнăшсене ан туччăр, пирĕнтен лайăхрах пулччăр. Юра Ендеев питĕ ырă кăмăллă, сăпайлă çамрăкчĕ. Аслисене хисеплетчĕ, кĕçĕннисене вĕрентме тăрăшатчĕ. Дисциплинăна çирĕп пăхăнатчĕ, пăтăрмахсенчен пăрăнма тăрăшатчĕ, пурнăç çулĕпе тĕрĕс утатчĕ. Чечняра, вăрçă хирĕнче, мана пуçран амантсан вăл хирти госпитале сĕтĕрсе тухнă. Хăй каялла вĕçтернĕ. Ун чухне вăл боевиксен аллине чутах лекмен. Тарăн çырмана сикнипе çеç хăтăлса юлайнă», - пĕлтерчĕ Андрей Андреев подполковник.

Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăннă, паттăрлăхĕпе палăрнă Юрий Ендеев - Аслă Арапуç яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕшĕн ырă тĕслĕх.

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика